Рустам Минниханова çитес суйлава хутшăнма ыйтнă
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханова çитес суйлава хутшăнма ыйтнă

ТР Раисӗ Рустам Минниханов «Восхождение» реабилитаци центрне çитсе «Защитника Отечества» фондăн координаторӗсемпе тӗл пулнă. Мероприятие июнӗн 8-мӗшӗнче паллă тăвакан Социаллă ӗçченӗн кунне халалланă. Социаллă координаторсенчен пӗри Рустам Минниханов çитес суйлава хутшăнасса шанни пирки пӗлтернӗ.

Ăшă тӗлпулу сӗтел хушшинче чей ӗçнӗ вăхăтра иртнӗ.  Социаллă координатор Римма Сыдыкова ятарлă çар операцине хутшăнакан упăшкинчен  тата унăн СВОри юлташӗсенчен салам каланă, вӗсене пулăшнăшăн тав тунă.

«Эсир – пирӗн тӗп хӳтӗлевçӗ. Çитес суйлава хутшăнасса питӗ шанатăп», – пӗлтернӗ вăл.

Каласа хăвармалла, Тутарстанра вырнаçнă центр кăçал ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли стационар уйрăмне уçнă.

Кӗркунне Тутарстанра икӗ суйлав кампанийӗ ирттерме палӑртнӑ. Республика çыннисем  вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене 7,5 пин ытла депутата тата ТР Раисне суйламалла.

ТР Раисӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова хăйӗн телеграмм каналӗнче лартнă видео скриншочӗ.   


Раис РТ выборы 2025

Нет комментариев