Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербург чăвашӗсем Ингерманландире хăнара пулса курнă

Водь халăхӗ çак тăрăхра ӗлӗк-авалтанах пурăнать. Вăтам ӗмӗрсенче ку территорие шăпах вӗсен ячӗпе панă та ӗнтӗ – Водская пятина. Авал вӗсем йышлă халăх пулнă, анчах та вăхăт иртнӗçем водьсен шучӗ чакса пынă. 1926 çулхи çырав тăрăх, Ингерманланди территорийӗнчи водьсен шучӗ 694 çын кăна пулнă. 2021 çулхи çырав кăтартăвӗсемпе водьсен шучӗ пачах та 99 çын кăна пулни паллă.

Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн делегацийӗ Ингерманланди финӗсен обществин ертӳçи чӗннипе «Монастырские Осенины» кӗрхи тухăç уявӗнче пулса курчӗ.

Ку мероприяти унчченхи «Успех» хресченпе фермер хуçалăхӗ пулнă вырăнта уçă сывлăшра иртет. 1990 çулта йӗркеленнӗ выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен хуçалăха нумай çул хушши Валентина Федоровна Бабкина ертсе пынă. Вăл пуçарнипе 2013 çулта Ленинград облаçӗнчи Кингисепп районӗнчи Монастырьки ялӗнче «Водская пятинăри тӗп халăхсен музейне» уçнă. Музейре водь, ижор тата вырăс халăхӗсен хуçалăхра усă куракан япалисемпе – сӗтел-пуканпа, килте усă курмалли ӗç хатӗрӗсемпе, текстильпе, сăнӳкерчӗксемпе – паллашма пулать.

Водь халăхӗ çак тăрăхра ӗлӗк-авалтанах пурăнать. Вăтам ӗмӗрсенче ку территорие шăпах вӗсен ячӗпе панă та ӗнтӗ – Водская пятина. Авал вӗсем йышлă халăх пулнă, анчах та вăхăт иртнӗçем водьсен шучӗ чакса пынă. 1926 çулхи çырав тăрăх, Ингерманланди территорийӗнчи водьсен шучӗ 694 çын кăна пулнă. 2021 çулхи çырав кăтартăвӗсемпе водьсен шучӗ пачах та 99 çын кăна пулни паллă.

Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн Канашӗн пайташӗ Валериан Гаврилов пурне те уявпа саламларӗ, Валентина Федоровнăна парнесем пачӗ, Ленинград çӗрӗнчи тӗп халăхсен йăли-йӗркине упраса пурăннăшăн тав турӗ.

Котлы ялӗнчи Николай святитель храмӗн пачăшки Николай атте Турă Амăшӗ çуралнин уявне халалласа кӗлӗ вуларӗ, пултарулăх коллективӗсем юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Экскурсоводсем хăнасем валли экскурси ирттерчӗç. Ăстаçăсем çутçанталăк материалӗсемпе усă курса çӗлемесӗр тăвакан Калуга пуканине ăсталама вӗрентрӗç. Кӳршӗллӗ Ундово ялӗнче пурăнакансем хăйсен зоопаркӗпе килсе çитнӗ.

Юлашкинчен ырă хуçасем пурне те çуйăн пуллин шӳрпипе, сăмаварта вӗретнӗ тутлă чейпе сăйларӗç.

Валериан ГАВРИЛОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев