Сăвăçсем, сирӗн кун паян!
Чăвашсем эпир те телейлӗ халăх, пирӗн те Хусанкай, Иванов, Ухсай пек сăвăçсем пулнă, халӗ те çак жанрпа çыракансем сахал мар. Сăвăçсем, сирӗн кун паян, саламлатпăр!
Паян Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗ. Ăна 1999 çулта иртнӗ ЮНЕСКО конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче мартăн 21-мӗшӗнче саламлама йышăннă. Чи пӗрремӗш сăвва пирӗн эрăчченхи 23-мӗш ӗмӗрте Эн-хеду-ана поэтесса-жрица çырнă иккен. Хăйӗн гимнне Нанне Уйăх Турăпа унăн хӗрне – Инан ирхи çăлтăра халалланă вăл. Шел те, Эн-хеду-ана историе сăвăç пек мар, Иран территорийӗнчи Ур хулине парăнтарнă Саргон патша хӗрӗ пек ăкна кӗрсе юлнă. Чăвашсем эпир те телейлӗ халăх, пирӗн те Хусанкай, Иванов, Ухсай пек сăăвăçсем пулнă, халӗ те çак жанрпа çыракансем сахал мар. Сăвăçсем, сирӗн кун паян, саламлатпăр!
(К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев