Шкулсене вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрлеме пуҫланӑ
Вӗрентӳ учрежденийӗсене уҫасси е уҫас марри пирки Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви йышӑну тӑвать
Тутарстан шкулӗсем сентябрӗн 1-мӗшӗнче вӗренекенсене хӑнӑхнӑ пек йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Кун ҫинчен журналистсене Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.
"Лару-тӑру та ҫавӑн патне илсе пырать, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкулсем очнӑй режимра ӗҫлӗҫ, хальхи вӑхӑтра вӗсене хатӗрлес ӗҫ пырать. Тӗплӗнрех Вӗрентӳ министерствинчи ӗҫтешсем ун ҫинчен тӗплӗнрех каласа параяҫҫӗ. Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн условийӗсенче ачасен коллективӗсемпе ӗҫлес йӗркери улшӑнусем тишкерӗнсе хатӗрленеҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ спикер.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Covid-19 лару-тӑрӑвӗ республикӑра стабильлӗ, шӑпах ҫавӑнпа Тутарстанри гимназисене, лицейсене, шкулсене уҫма май пулса пырать те.
Авдонина сӑмахӗсемпе, вӗрентӳ учрежденийӗсене уҫасси пирки Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви йышӑну тӑвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев