Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрме Раççейри чăвашсене кӗтсе илме хатӗрленет

Кашни эрнере йӗркелӳ комитечӗ Петӗр Хусанкай çуралнă яла пухăнать. Канашлусене район администрацийӗ, «Хузангаевское» ял хуçалăх предприятийӗсен ертӳçисем, вырăнти хăйтытăмлăх канашӗн пуçлăхӗ, районти культура управленийӗн ӗçченӗсем, Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем, Чăваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем хутшăнаççӗ.

Уяв лапамӗнче нумай ӗç туса ирттернӗ. Кунта чăвашсен пурнăçӗпе йăлисене сăнлакан çуртсем ӗнтӗ хатӗрпе пӗрех. Вӗсем илемлӗ пӗве хӗрринче вырнаçнă. Павар çырми урлă чӗнтӗрлӗ кӗпер выртать. Шăпах ун урлă каçса хăнасем июлӗн 10-мӗшӗнче 2022 çулхи Уяв лапамне иртӗç.

Нумай хутшăнакан, хăна килнӗрен, Уяв программи пӗр вăхăтра птилӗк сцена çинче пырӗ. Пӗрремӗшӗ – тӗп сцена. Кунта Чăваш Республикин юрăпа ташă ансамблӗ, регионсенчен килнӗ пултарулăх ушкăнӗсем, чăваш эстрада артисчӗсем юрласа ташлӗç.

Иккӗмӗш сцена çинче «Ташла чăвашла» тата «Юрла чăвашла» пултарулăх конкурсӗсем иртӗç. Виççӗмӗш сцена çинче «Уяв пики» конкурс пулать. Унта регионсенчи пикесем те хутшăнма пултараççӗ. Тăваттăмӗш сцена çинче «Янра, хут купăс» конкурс вӗçленсен унта Тутарстанри чăваш фольклор ансамблӗсем пултарулăхне кăтартӗç. Сăвă çыракансемпе сăвă калакансен пултарулăхне пиллӗкмӗш сцена çинче курма пулать. Ку вăл «Хусанкай урамӗ» ятлă интерактивлă лапам çывăхӗнче пулса иртӗ. Уяв кунӗ аслă поэтăмăра халалланă сăвăсем чылай янăрасса кӗтетпӗр. Мӗншӗн тесен Сиктӗрмене хамăр республикăрисемсӗр пуçне Ульяновск облаçӗнче, Пушкăртстанра, Чăваш Республикинче пурăнакан чăваш çыравçисем килессе кӗтеççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев