Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сильвия Чаркинăна Вӗрентӳ министерствин паллипе наградăланă

Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председательне нумай çулсем хушши вӗрентӳпе культура сферисенче тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна ТР Вӗрентӳпе наука министерствин «Чӗлхесене, культурăсене, йăласене упрассинчи харпăр тивӗçсемшӗн» паллăпа наградăланă.

Сильвия Чаркинăна вӗрентӳ министерствин паллипе чысларӗç

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланиччен шутлă кунсем юлчӗç. Вӗрентӳ учрежденийӗсем те, педагогсем те ăна кӗтсе илме хатӗр темелле. Умра тăракан задачăсемпе плансене педагогика ӗçченӗсем çуллен август уйăхӗнче анлă канашлăва пуçтарăнса пăхса тухаççӗ.

Ытларикун, августăн 26-мӗшӗнче, Иннополисра Тутарстанăн вӗрентӳпе наука ӗçченӗсен пухăвӗпе пӗрле Хусан хулин Приволжскипе Вахитов районӗсен пӗрлештернӗ конференцийӗ  те иртрӗ. Унта ТР Вӗрентӳпе наука министерствин, хулан вӗрентӳ управленийӗн представителӗсем, педагогсем пуçтарăнчӗç.  

Çакăнта Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорне, Хусанти Туслӑх Çурчӗн муниципаллӑ йӗркеленӳсемпе, Туслӑх çурчӗсемпе тата центрӗсемпе ӗçлессипе уйрӑм заведующине, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председательне Сильвия Чаркинăна чысларӗç.

Нумай çулсем хушши вӗрентӳпе культура сферисенче тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна ТР Вӗрентӳпе наука министерствин «Чӗлхесене, культурăсене, йăласене упрассинчи харпăр тивӗçсемшӗн» паллăпа наградăланă. «Пысăк тав хаклă атте-аннесене, юратнă ачасене. Сирӗнпе пӗрле ӗçлеме май пурришӗн чунтан савăнатăп. Ку вăл сирӗн награда та», – тенӗ Сильвия Чаркина ВКонтактери хăйӗн страницинче.

Эпир те ăна чӗререн саламлатпăр! Малашне те çапла тăрăшса ӗçлеме хавхалану ан иксӗлтӗр.

Сăнӳкерчӗк С.Чаркинан харпăр архивӗнчен. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: педагогическое образование