Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хакланă
2022 çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе пурнăç пахалăхӗ тӗлӗшӗнчен Тутарстан 68,184 рейтинглă бал пухса тăваттăмӗш вырăн йышăннă
Экспертсем регионсенчи социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне хакланă, ӗç рынокне тишкернӗ тата çынсен укçа çителӗклӗхне. Унсăр пуçне регионри наукăпа техника аталанăвне те, çынсем сывă пурнăç йӗркине пăхăнса пынине те сăнанă.
Çак хаклав рейтингӗнче мала (83,604 бал пухса), паллах, Мускав тухнă. Иккӗмӗш вырăнта – Санкт-Петербург (81,769 бал). Виççӗмӗш вырăнта Мускав облаçӗ (73,187 бал).
Аса илтеретпӗр, маларах Граждан обществине аталантаракан фонд Росстат кăтартăвӗсен никӗсӗнче хăйӗн рейтингне хатӗрленӗ пулнă. Унта регионри пурнас минимумпа вăтам ӗç укçине танлаштарнă. Ку рейтингра Тутарстан Ленинград облаçӗпе 18—мӗш вырăн йышăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев