«Союзмультфильм» юбилее чӗнет
«Союзмультфильм» 90 çул тултарнӑ тӗле Хусанта «Тӗлӗнтермӗшсен Фабрики» уçӑлать
Июлӗн 10-мӗшӗнчен 19-мӗшӗччен «Казань» Çемье центрӗ патӗнче легендарлӑ киностуди юбилейне халалланӑ «Тӗлӗнтермӗшсен Фабрики» анлӑ интерактивлӑ курав иртет.
Хӑнасем анимаци фильмӗн чи малтанхи утăмӗсенчен – ӳнерçӗн пулас картинăн сăнарӗсене шыраса ӳкернӗ пӗрремӗш ӳкерчӗкӗсенчен пуçласа хатӗр мультфильм таран – хăйсем тӗллӗн хатӗрлеме пултараççӗ. Экспозицие пултарулӑх «цехӗсен» формачӗпе йӗркеленӗ, унта кашни экспоната курма кӑна мар, тӗкӗнме те, ӗçлеттерме те, тӗпчеме те пулать.
Килекенсем валли пуян программа хатӗрленӗ: куллен юратнӑ мультфильмсем кӑтартаççӗ, мастер-классем, юратнӑ геройсемпе тӗлпулусем йӗркелеççӗ.
Курав июлӗн 10 – 19-мӗшӗсенче 11.00 – 21.00 сехетсенче ӗçлет.
Тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать, анчах souzmult90.ru регистраци иртмелле.
Сăнӳкерчӗк max.ru/mincultrt.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев