Станислав Бондаренко чăвашсемпе паллашнă
Кино экран çине тухсан хăвăрах куратăр. Пур вăрттăнлăха та тӳрех уçар мар.
Хусанта иртекен Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ нумайăшӗшӗн кӗтнӗ мероприяти. Хăш-пӗри унта кино курма çӳренисӗр пуçне паллă актерсене çывăхрах курас тесе те килет. Вӗсемпе сăн ӳкерӗнесси вара чăн-чăн фотосунара çаврăнать. Журналистсене ку енчен ытларах ăнать. Вӗсен сăн ӳкерӗнме те, интервью илме те пӗр чăрмав та çук.
Эпӗ те акă кинофестивале уçнă кун Станислав Бондаренкопа паллашрăм. Моссовет театрӗн ертӳçӗ актерӗн фильмографийӗ те пуян. Станислав 70 ытла кинофильмра ӳкерӗннӗ. Нумайăшӗнче тӗп рольсем. Чи паллисенчен «Грех», «Провинциалка», «Стритрейсеры», «Люба. Любовь», «Поцелуй судьбы», «Верни мою любовь», «Во имя любви», «Королева при исполнении», «Заложники», «И в счастье, и в беде» тата ыттисем. Станислав ытларах телесериалсенче ӳкерӗннипе палăрса тăрать.
- Хусан мана питӗ килӗшет, эпӗ кунта унччен те килнӗ. Илемлӗ хулара пурăнатăр эсир, – хаваспах калаçрӗ вăл. – Шел, ку хутӗнче нумая килеймерӗм, ыранах каялла Мускава вӗçетӗп. Çавăнпа творчествăлла тӗлпулу пулаймасть, – терӗ Бондаренко.
Халӗ мӗнпе ӗçлени те кăсăклантарчӗ.
- Интереслӗ сӗнӳсем пур, килӗшекен рольсем те. Кино экран çине тухсан хăвăрах куратăр. Пур вăрттăнлăха та тӳрех уçар мар, – йăл кулчӗ актер.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев