Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта халăх театрӗсен регионсен хушшинчи II «Чӗкеç» фестивалӗ пырать

Теми хальхинче – «Хӗрарăм – искусствăра». Çак темăпа çыхăннă постановкăсене Чăваш Ен, Калмăк, Алтай, Якути, Пермь крайӗ, Марий Эл театрӗсен трупписем ноябрӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 16-мӗшӗччен кăтартаççӗ. Шăп çавăн чухлӗ тăсăлать фестиваль.

Чăваш халăх, СССР халăх артистки, К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче 150 ытла роль калăпланă Вера Кузьминична Кузьмина ячӗллӗ фестиваль çӗнӗ-ха. Ăна 2023 çулта кăна пуçарнă. Шучӗпе кăçалхи 2-мӗш. Шупашкарта ӗнер, ноябрӗн 12-мӗшӗнче, уçăлнă вăл.

Фестивале К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Чингиз Айтматовăн «Материнское поле» повеçӗ тăрăх лартнă спектакльпе (Калмăкри паллă Раççей режиссерӗ Борис Манджиев лартнă) уçнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи хӗрарăмăн йывăр шăпине сăнланă чи лайăх постановкăсенчен пӗри вăл. Тӗп сăнар – вăрçăра мăшăрӗпе виçӗ ывăлне çухатнă Чӗкеç ятлă хӗрарăм. Шăпа йывăрлăхӗпе авăнсан та хуçăлман хӗрарăма Надежда Зубкова питӗ ăста калăплать.

Ӗçсене сумлă жюри 7 номинацире хакласа çӗнтерӳçӗсене фестиваль хупăнă кун, ноябрӗн 16-мӗшӗнче, палăртать. (Сăнӳкерчӗк chuvdram.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России