Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Шурă тутăрсем» акци

Мартăн 10-мӗшӗнче, вырсарникун республикăн храмӗсемпе мечӗчӗсенче кӗлӗ вуланă


Мартăн 10-мӗшӗнче, вырсарникун республикăн храмӗсемпе мечӗчӗсенче кӗлӗ вуланă

«Чăваш Енче тӗрлӗ тӗне шанса пурăнакан тӗрлӗ наци çыннисене СВОра çапăçакан ентешсене пулăшма тăрăшни, вӗсен сывлăхӗшӗн, мирлӗ пурнăçшăн пӗрле кӗлӗ вулани пӗрлештерет. Эпир чӗннине илтсе акцие хутшăннисене тав. Храмсемпе мечӗтсенче 11,5 пин çын пулчӗ», — тесе каласа панă ЧР культурăн, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова.

Мартăн 10-мӗшӗнче вырсарникун республикăн пур храмӗнче те Çветтуй Руç çинчен мир ыйтса «Иисусу Сладчейшему» молебен вуланă. 9,5 пин çын хутшăннă молебена, хӗрарăмсем шурă тутăрсем çыхнă. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев Введенин кафедраллă соборӗнче молебена тăнă. 
«Шурă тутăрсем» акцие ЧР Культура министерстви, Чăваш Ен хӗрарăмсен Союзӗ тата «Пӗрле» Чăваш Ен аталанăвӗн фончӗ пуçарнă. 

«Шурă тутăр» ăнлав Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчен пырать. Шурă тутăр çыхнă хӗрарăмсем атеизм пропогандине пăхмасăр чиркӳсенче фронтртра çапăçакан тăванӗсен сывлăхӗшӗн, Çӗнтерӳшӗн, тăван çӗршӗн кӗлӗ вуланă. Ун чухне тӗн çыннисем: «Çӗршыва «шурă тутăрсем кӗлӗ вулани çăлса хăварнă», — тенӗ.

Введенин кафедраллă соборӗнче Чăваш тата Шупашкар митрополичӗ Савватий, Улатăрти Турă амăшӗн Ивер турăшӗн храмӗнче — Улатăр тата Пăрачкав епископӗ Феодор, Канашри Çветтуй Николай храмӗнче — Канаш тата Беловоложски епископӗ Стефан служба ирттернӗ. 

Чăваш Республикинчи имамсем мартăн 8-мӗшӗнче мечӗтсенче кӗлӗ вуланă, 2 пин ытла мăсăльман хутшăннă акцие. Аллахран мир, Раççее çӗнтерӳ ыйтнă вӗсем. 

Сăнӳкерчӗк https://culture.cap.ru/ сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество