«Сувара» октябрӗн 6 – 16-мӗшӗсенче йӳнерех хакпа çырăнма пулать!
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувара» октябрӗн 6 – 16-мӗшӗсенче йӳнерех хакпа çырăнма пулать!

Хаклă вулаканăмăрсем! 2026 çул вӗçленесси виçӗ уйăх кăна юлчӗ. Сисмӗпӗр те – çӗнӗ çула кӗрӗпӗр. Эппин 2027 çул валли хаçат çырăнма вăхăт çитнӗ. «Сувара» çыхăну уйрăмӗсенче те çырăнтараççӗ, Раççей Почтин сайчӗ урлă та çырăнма пулать.

Октябрӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 16-мӗшӗччен çырăнтару декади иртет. Çак тапхăрта «Сувара» 2027 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли самай йӳнерех хакпа çырăнма пулать. Майпа усă курăр, хаклă тусăмăрсем! Хăвăр та çырăнăр, аçăр-аннӗрпе тăванăрсене те çырăнса парса парне тăвăр. «Сувар» хаçат кашни чăваш çемйинче пултăрччӗ: чăвашла вулар, чăвашла пурăнар!

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раç­çейӗн ытти регионӗсенче – П7093.


газета Сувар

Нет комментариев