Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШЫВРА АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛĂР

Шăрăх тăракан çанталăк халăха шыв-шур хӗррине кайма хистет. Шел те, кун пек чух асăрханулăх манăçать. Çак сăлтавпах ӗнтӗ çулла хурлăхлă статистика çӗнелсех тăрать.

Июлӗн 5-мӗшӗнче те акă Азнакай районӗнчи Ик юханшывӗнче 18 çулти йӗкӗреш хӗрпе каччă харăсах путса вилнине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пӗртăвансем çав кун кӗтӳ кӗтнӗ. Шăрăхпа пиçӗхнӗскерсем шыва кӗме шутланă. Çак тӗлте юхăм вăйлине, авăрсем нумаййине шута илмен вӗсем, çавăнпах хăйсем тӗллӗн ишсе тухма хал çитереймен. Каччăн виллине çав кунах кăларнă-ха, хӗре вара водолазсем виçӗ кун шыранă, путнă вырăнтан 500 метра юхтарса кайнă пулнă иккен ăна. 

* * *

Кун йышши инкек Павлă районӗнче те пулнă. Юлташӗсемпе пӗрле шыв хӗррине канма кайнă 45-ри арçын ыттисем автомобиль патӗнче тăнă вăхăтра шыва сикнӗ. Юлташӗсем ăна çиеле хăпарсан тин асăрханă. Шел, шывран кăларнă пулсан та çăлса хăварайман.

* * *

Июлӗн 9-мӗшӗнче 15-ри хӗрачан пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнине пӗлтерет ТР МЧС пресс-служби. Юлташӗсемпе пӗрле Хусанти Приволжски район территорийӗнчи Вăтам Кабан кӳллинче шыва кӗнӗ чух ун çине тарзанкăпа сикекен арçын ача ӳкнӗ. Хальхи вăхăтра пулса иртнин сăлтавӗсене тӗрӗслеççӗ.

* * *

Лайăш районӗнчи Именьково ялӗ çывăхӗнчи Кама юханшывӗнче шыва кӗрекен аслашшӗпе 8-ти мăнукне çумра çынсем пулни çăлса хăварнă. Вӗсем ларнă вӗрсе хăпартнă матраса çырантан 200 метрах юхтарса кайнă иккен. Телее, кимӗллӗ çынсем юнашар пулнă.

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев