Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тавлашмасăр: «Санăн виçӳ – ноль промилле»

Çул-йӗр инкекӗн сăлтавӗ нумай чухне руль умӗнчи ӳсӗр водитель пулса тăрать. Кăçал пулса иртнӗ аварисем пирки те çакнах каламалла.

2025 çулăн 10 уйăхӗнче Тутарстан  çулӗсем çинчи 2704 çул-йӗр инкекӗнче 275 çын вилнӗ, 3258 аманнă. Пӗлтӗр çак вăхăтрипе танлаштарсан  кăçал 2 авари ытларах, 18 çын ытларах вилнӗ, аманнисем 43 çын сахалрах. Автоаварире вилнисенчен кашни 8-мӗшӗ – ӳсӗр водитель айăпӗпе. Çул-йӗр инкекӗсенчен 7 проценчӗ ӳсӗр вдителе пула сиксе тухнă. Ку статистикăна ТР ШӖМӗн Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗн управленийӗн пуçлӑхӗн çумӗ Дамир Бикмухаметов пӗлтерчӗ журналистсене.

«Татар-информ» информаци агентствинче Пӗтӗм Раççейри «Яваплăх» социаллă проектпа килӗшӳллӗн иртекен  «Твоя мера – 0 промилле» акцин Хусанти хăтлавӗнче «хăрушсăрлăх черкки» çукки çинчен каласа пачӗç. Мероприятие ӳсӗрле транспортпа çӳрессинчен профилактика ирттерес тӗллевпе йӗркеленӗ. «Твоя мера – 0 промилле» Раççейӗн нумай регионӗнче, пӗтӗмпе 11 хулара иртет. Ульяновскра иртме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, ноябрӗн 7-мӗшӗнче Хуснта пулчӗç акцие хутшăнакансем. Çакăн хыççăн Ӗпхӗве çул тытассине пӗлтерчӗç. Акцин пуçаруçисенчен пӗри – «Напитки вместе» компани.

Компани филиалӗн ӗç тăвакан директорӗ Евгений Соболев журналистсене «Напитки вместе» хăй кăларакан ӗçмешӗн яваплăх туйнине, çак кампание водительсене руль умне алкогольлӗ шӗвек ӗçсе ларма юраманнине ӗнентересшӗн пуçарни çинчен каласа пачӗ. Çак тӗллевпе автошкулсенче вӗрентӳ программисем хута ярасси, массăллă мероприятисем йӗркелесси, автортрассăсем çинче арт-объектсем вырнаçтарасси тата экспертсен дискуссийӗсене ирттерессине каласа пачӗ вăл.

ТР Сывлӑх сыхлав министерствин Республикӑри клиника наркологи диспансерӗн ача-пӑча наркологийӗн тӗп тухтӑрӗн çумӗ Степан Криницкий алкоголе пула айккинче пыракансене куç тӗтреллӗн курма пуçланине, организмри пур процесс та вӑрахланнине каласа ӑнлантарчӗ.

Кӑçал автоинспекторсем водительсем руль умӗнче ӳсӗр пулнă 9 пине яхӑн факта регистрациленӗ. Унсӑр пуçне 643 çынна тепӗр хут тытнӑ – вӗсем уголовнӑй ӗç фигуранчӗсем пулса тӑнӑ.

– 2025 çулхи 9 уйӑхра медосвидетельствӑна илсе пынă 3643 çынран 829-шӗ эрех ӗçнине çирӗплетнӗ, 1270-шне палӑртман. 137 çын тӗрӗслеврен пӑрӑннӑ. Нумайăшӗ тӗрӗслеврен пӑрӑнсан санкцисем палӑртнӑ чухне çӑмӑллӑх парать тесе шухӑшлаççӗ. Тӗрӗссипе, пачах урӑхла: суд «Транспорт хатӗрне ӳсӗрле тытса пырасси»  статьяпа йышӑну кӑларма пултарать, – каласа кӑтартрӗ Степан Криницкий. – Малашне çынна нарколог патне учета тӑратма, темиçе талӑка арестлеме пултараççӗ, – хушса хучӗ вӑл.

Алкогольсӗр пуçне кумыс йышши ӗçмесемпе тимлӗ пулмалла иккен. Вӗсем реакцие, тимлӗхе «мӑкатма» пултараççӗ, мӗншӗн тесен çӗпре пек йӳçӗтекеннисем пур. Халăхра хăратсан та, промышленность туса ăларакан кваспа кефира вара хӑрамасӑр ӗçме пулать. Çын вӗсене алкотестер кӑтартӑвӗсене витӗм кӳмелӗхех ӗçейменнине пӗлтерсе залра ларакансене лăплантарчӗ врач.

ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалӑх министерствин автомобиль çулӗсен управленийӗн пуçлӑхӗ Карим Нурмухаметов çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне темиçе пайран тăракан комплекс пек ăнланмалла тесе шутлать.  Унăн тӗп элеменчӗ – хӑрушлӑхсӑр çулсем. Шăп çакăнпа çыхăннă ыйтусене татса парать те министерство: тӗттӗм вăхăтра çутӑпа тивӗçтересси, çул çинчи тикӗс мар вырӑнсене пӗтересси, барьер карти тытасси тата ытти ӗçсем тăвать.  Тутарстан «Хӑрушлӑхсӑр тата паха çулсем» наци проектне пурнӑç метр кӗпере йӗркене кӗртме май килнӗ.

ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Ачасене воспитан, хушма пӗлӳ парас тата вӗренекенсене психологи пулӑшӑвӗпе тивӗçтерес енӗпе ӗçлекен управлени пуçлӑхӗ Айгуль Кашапова çул çинче хӑрушлӑхсӑр çӳрес культурӑна пӗчӗкренех йăлана кӗртесси çине пусăм турӗ. Çак тӗллевпех управлени патшалăх автоинспекцийӗпе çулсерен «Асăрхăр, ачасем!» акци ирттерет. Вӗренӳ çулӗ пынă чух та пӗрре мар таврăнаççӗ ку ыйту патне. Пурте хăнăхма ӗлкӗрнӗ, кӗтекен тепӗр акци – «Çутал», ачасене тӗттӗм вӑхӑтра çул çинче палӑрмалла çутӑ кӗртекен (светоотражающие) брелоксемпе сулӑсем валеçсе параççӗ. Акцисене ачасемпе çеç мар, аслисемпе, ашшӗ-амăшӗпе те ирттереççӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #БезопасностьНаДорогах