ТЕЧЧӖ ÇӖРӖНЧЕ ПУРĂНАТĂП, ТĂВАН ЧӖЛХЕПЕ КАЛАÇАТĂП
Таврапӗлӳ мероприятийӗ халăхсен йăли-йӗркипе паллаштарчӗ
Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунне халалласа Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ районти тӗп тата ача-пăча библиотекисемпе пӗрле «Эпӗ Теччӗ çӗрӗнче пурăнатăп, тăван чӗлхепе калаçатăп» ятлă таврапӗлӳ мероприятийӗ ирттерчӗ.
Уява Теччӗ хулинчи П.С.Ханжин ячӗллӗ 1-мӗш номерлӗ вăтам шкулта вӗренекенсем хаваспах хутшăнчӗç. Ачасем Теччӗ районӗнче пурăнакан халăхсен йăли-йӗркипе интересленсех паллашрӗç. Вырăс халăхӗн еткерлӗхӗ епле пуяннине шăпăрлансем çуркуннене кӗтсе илнипе çыхăннă йăлара аван курчӗç. Тутарла сăвăсемпе юрăсенче çак халăхăн чун-чӗри хăйне евӗрлӗ черчен пулнине асăрхарӗç. Чăваш халăхӗн йăли-йӗркисемпе «Тилӗ тус» юмаха курса паллашрӗç. Мăкшăсен хăйнеевӗрлӗхне уçса пама «Топонь ознема» йăлана ирттерни пулăшрӗ.
Альбина
ХАРИТОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев