Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕНКӖ

2023 çулхи августăн 1-мӗшӗнчен суту-илӳре цифрăлатнă тенкӗпе усă курма юрать тесе июль уйăхӗнче закон йышăннăччӗ.

2023 çулхи августăн 1-мӗшӗнчен суту-илӳре цифрăлатнă тенкӗпе усă курма юрать тесе июль уйăхӗнче закон йышăннăччӗ. Çавăнтанпа тенкӗ виçӗ тӗрлӗ пулать – купюрăпа (ӗлӗкрен хăнăхнă пек), пластик карттăсемпее банкран куçарса тата халь цифрăлатнă тенкӗпе. Çӗнӗ платформăн операторӗ Раççей Банкӗ пулать. Укçан çӗнӗ форми унчченхинечен уйрăлса тăмасть: таварсемпе услугăсемшӗн тӳлеме те, патшалăх тӳлевӗсене ирттерме те, еткер халалласа хăварма та, еткерçӗсем вара цифра-тенке йышăнса тăкакланма пултараççӗ.

Закон йышăнакансене ӗненес-тӗк, çынсене никам та вăйпа цифрăлатнă тенкӗ çине куçармӗ, мӗнле тенкӗпе усă курасси пирки кашниех хăй тӗллӗн суйласа илет. Анчах çакна та асăрхаттараççӗ: цифрăлатнă тенке пуçтарса пыма та, кредит илме те çук. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вăл темиçе цифра юнашар тăни. Унпа акцисем туянма та çук, хут укçапа та улăштараймăн.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: деньги