Технологисем ял хуçалăхӗнче анлă аталанаççӗ
Тутарстанра пурăнакансенчен 42 пине яхăн çын – 3 процент – IT-сферăра ӗçлет
Тутарстанра пурăнакансенчен 42 пине яхăн çын – 3 процент – IT-сферăра ӗçлет
Патшалăх Канашӗнче иртнӗ пресс-конференци республикăри вăтам тата пӗчӗк бизнесри цифровизаци çинчен пулчӗ. Ăна ТР Патшалăх Канашӗн Экономика, инвестицисемпе предпринимательство енӗпе комитечӗн председателӗ Лутфулла Шафигуллин ертсе пычӗ. Пресс-конференцие çавăн пекех Б.Рамеев ячӗллӗ IT-парк директорӗ Руслан Власов тата ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Марат Галеев хутшăнчӗç.
Кӗске вăхăтрах спикерсем IT-сферăн историне те аса илчӗç (пӗр компьютер 1960 çулсен пуçламăшӗнче мӗн пысăкăш пӳлӗме йышăнни çинчен итлеме пит кăсăк), хальхи вăхăтри аталанăвне те сӳтсе яврӗç, малашнехи пирки те сăмах хускатрӗç.
Лутфулла Нурисламович IT-сфера ăнăçлă ӗçлессине тӗрӗс, кирлӗ законсене вăхăтра йышăнни пӗлтерӗшлӗ пулни çинчен каларӗ.
Пӗчӗк тата вăтам бизнесра информаци технологийӗсемпе усă курасси ӳссех пырать. Экономика сферинче мӗнле отрасль ытларах цифровизациленнине сăнаса пӗтӗмлетӳ тунине те асăнчӗ спикер. Промышленность информаци технологийӗсемпе усă курни çинчен куллен хыпарсем илтетпӗр, анчах танлаштарусем, пӗтӗмлетӳсем ял хуçалăхӗнче анлăрах усă курни çинчен пӗлтереççӗ. Марат Галеев ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, тӗслӗхрен, Элмет районӗнчи пӗр фермер Германие те, Канадăна та типӗтнӗ хур ăсатни çинчен каласа пачӗ. Мӗнле майпа? Маркетплейссемпе усă курса иккен. Енчен те вуншар çул каялла аграрире вăй хуракансемшӗн пухса илнӗ тупăша реализацилесси йывăр ыйту пулнă-тăк, халь ку енӗпе лару-тăру çăмăлланнă. Ялти харпăр хуçалăхсенчен даннăйсем пухнă чух та информаци технологийӗсемпе усă курни ӗçе çăмăллатать çеç мар, йăнăшсенчен те сыхласа хăварать. Ял хуçалăх çӗрӗсен мониторингӗ ăçта, мӗнле, мӗн чухлӗ удобренипе апатлантармаллине шутласа пӗлме май парать. Хуçалăхри выльăхăн паспортне цифрăлани те ӗçе ăнăçлăрах йӗркелеме май парать. Хăçан, мӗнле прививкăсем тăвасси, ӗнесене сума пăрахасси, пăруламалли вăхăта палăртасси, апат рационне шутласси – ял хуçалăхӗнче ӗçлекенсен вăхăтне те перекетлет, ӗçне те çăмăллатать. Пӗлтӗр Тутарстанра Цифровизаци çулталăкӗ пулчӗ. Çакна республикăра информаци технологийӗсем енӗпе аталантарма май паракан катализаторпа танлаштармалла. Вӗренӳ енӗпе те шкулсем, курссем, аслă шкулсем чылай çамрăка хатӗрлеççӗ пулин те, çав-çавах IT-специалистсем çителӗксӗрри курăнать. Хусанти çыхăну техникумӗнче те IT- специалистсене вӗрентме пуçланă, халӗ унăн ячӗ те урăхларах – Информаци технологийӗсен тата çыхăну техникумӗ. Вӗренӳ заведенийӗн кӗске вăхăтрах рейтингӗ ӳснӗ: 1 вырăна 15 çамрăк.
Руслан Власов Республикăра уçăлнă виçӗ IT-парк – пӗри Çырчаллинче, иккӗшӗ Хусанта – ăнăçлă ӗçленине, унта çитӗннисем валли çеç мар, кӗçӗн çулсенчисем валли те IT-инкубаторсем уçни çинчен каласа пачӗ. Паллах, спикерсем Иннополиса аса илмесӗр иртмерӗç. Вăл Мускаври Сколковăн спутникӗ пулнине асăнчӗç. Тата Сбер банкăн «Школа 21» шкулӗ те Хусанта (çӗршывӗпе те виçӗ хулара) ăнăçлă ӗçленине палăртрӗç. Çавăнпа информаци технологийӗсен сферинче ӗçлекенсен шучӗ ӳсет.
СВО пуçлансан, мобилизаци тытăнсан çак сферăра ӗçлекенсенчен чылайăшӗ ют çӗршывсене тухса кайнипе IT-индустри йывăрлăха кӗрсе ӳкесрен хăрани пулнă, кăна пытармалли çук. Журналистсем çак лару-тăруран мӗнле тухнине каласа пама ыйтрӗç.
Ку ыйтăва ăнăçлă татса пама Владимир Путин 2022 çулхи март уйăхӗнче кăларнă указ пулăшни çинчен каласа пачӗç. Кунсăр пуçне регион енчен те IT-специалистсене пулăшма мерăсем йышăннă, налог çăмăллăхӗсене тӗслӗхе илсе кăтартрӗ Руслан Игоревич. Ку йӗркене тата виçӗ çула тăсма йышăннине савăнса пӗлтерчӗ вăл. Çӗнӗ IT-компанисене аталанма пулăшакан фактор пулса тăрать ку.
Халӗ Тутарстанра пурăнакансен 3 проценчӗ (42 пин ытла çын) IT-сферăра ӗçлет. Спикерсем ку цифрăна питӗ пӗчӗк тесе шутлаççӗ. Республикăра ӗçлекен 3380 компанирен 580-шӗ РФ Цифра министерствинче аккредитаци илнӗ. IT-компанисене аккредитаци ирттерессипе малашне те ӗçсем илсе пырасси çинчен каларӗ Р.И.Власов.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев