Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тимур Сулейманов текех Тутарстанăн çамрăксен ӗçӗсен министрӗ мар

Вăл Тутарстан Республикин Президенчӗн пулăшаканӗ пулса тăнă тата ăна Пӗтӗм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмăн республикăри уйрăмне ертсе пыма явапланă.

Тутарстанăн кашни районӗнче çак юхăмăн уйрăмӗ пулать. Вӗсен тӗллевӗнче çамрăк çынсене хăйсен хаклăлăх системине йӗркелеме пулăшасси пулать.

«Юхăм – вăл çыншăн хаклă япаласен системине никӗслекен тавралăх пирки, вăл пӗчӗкрен йӗркеленет. Çак хаклăлăхсем ачан аталанăвӗ çине витӗм кӳреççӗ. Юхăмри мӗн пур процеса йӗркелекенсем тата хутшăнакансем ачасемпе çамрăксем пулни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен пуçарăвӗпе шкулсенче, колледжсенче, çамрăксен центрӗсенче юхăмăн клубӗсем йӗркеленӗç. Кашни районра юхăмăн обществăлла структури – муниципаллă штаб тăвăнать, унта вырăнсенче клубсен ӗçӗ-хӗлне тӗрев парассишӗн яваплă кураторсем ӗçлӗç. Халăх шутне кура, кашни районра конкурс ирттерсе юхăмăн кураторӗсен комаднине пуçтарӗç. Çак ушкăн шкулта, колледжра, çул çитменнисен клубӗнче, çамрăксен центрӗнче, «Ютубра», «ВКонтактере», урамра, суту-илӳ центрӗнче – пӗр сăмахпа каласан, ача пулакан тӗлте пур çӗрте те – уншăн хаклă тавралăх йӗркелемелле. Ку вăл интереслӗ пӗр çулти ачасем, наставниксем, харпăр çын ӳсӗмӗ валли кирлӗ, усăллă инфрмаци пани», – тесе палăртнă Сулейманов.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев