Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тимуровецсем ырă ӗç тăваççӗ

Çӗнӗ Упири тӗп шкулти тимуровецсем вăхăта ахаль ирттермеççӗ. Вырăнти асăну вырăнне — Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă обелиск таврашне — юртан тасатсах тăраççӗ.

Ку пӗр хутчен кăна тумалли ӗç мар. Ку хӗлле, ав, юр тăтăшах çукаларӗ, çавăнпа ăна вăхăтра хырса, тасатса тăмалла. Çаплах ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене те, ватă çынсене те кил хуçалăхӗнче юр тасатса пысăк пулăшу кӳчӗç. Ватăсем яланах кăмăллă, ачасене тав тăваççӗ. 


Культура волонтерӗсем те «Таса обелиск» акцие хутшăнса ялти мухтав палăкӗ таврашӗнчи юра уçрӗç, пурте хавхаланса, тăрăшса ӗçлерӗç.
«Ырă вăрлăх — паха çимӗç», — теççӗ. Ачасем те ашшӗ-амăшӗсенчен тӗслӗх илсе çитӗнеççӗ, ырă ӗçе хутшăнса пулăшу кӳреççӗ.


Яланах ырри çинчен шухăшлар, ырри çинчен ӗмӗтленер! Пӗчӗк ӗç туса та пулин пулăшу аллине тăсар.


Юрий АДЪЮТАНТОВ.


Çӗнӗ Упи.


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев