Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗлпулу Конференц-залра 15:00 сехетре пуçланать

Паян Чăваш Республикин Наци библиотекинче чăваш халăх поэчӗн, куçаруçăн, Чăваш Ен тата Тутарстан рееспубликисен культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳçин Валери Туркайăн пултарулăх каçӗ пулать

Поэт канмасăр литературăпа аппаланать. Ун çинчен вăл социаллă сетьсенче пӗлтерсех тăрать. Ӗçӗ-хӗлӗ çын куçӗ умӗнче. 
Нумай пулмасть Валери Туркай Кавказа кайса килнӗ, унта вăл вырăнти поэтсемпе, чăвашсемпе тӗл пулнă. Паллă ентешсен çулталăкӗнче чăваш халăх поэчӗ вулакансене «Ан хăр, юман, ан хуçăл!» кӗнекине парнеленӗ, чăваш литературин классикӗн Çеçпӗл Мишшин «Эп пурăнатăп! Я живу!» çырнисен пуххине хатӗрлесе кăларнă. 
Юлашки вăхтра туса ирттернӗ ӗçӗсем çинчен литературăпа кăсăкланакансене вăл хăй каласа парӗ. Тӗлпулу Конференц-залра 15:00 сехетре пуçланать.  
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев