Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тонометра ăçта тата хăш вăхăтра тӗрӗслеме пулать?

Пӗтӗм тӗнчери сывлăх кунӗ çывхарнă май, апрелӗн 5-7-мӗшӗсенче Росстандарт агентство Пӗтӗм Раççейри «Будь уверен! Будь здоров!» акци ирттерет

Акци кунӗсенче Тутарстанра пурăнакансем хăйсен килӗнчи артери юн пусăмне виçекен тонометрӗсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттерме пултараççӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыççăн метрологсем прибор кăтартăвӗсем пирки пӗтӗмлетӳ тăвӗç тата йăнăшсене (пур пулсан) тӳрлетмелли сӗнӳсем парӗç.

Тонометра ăçта тата хăш вăхăтра тӗрӗслеме пулать?

Вулакансем йăнăш ан ăнланччăр тесе адрессене тата вăхăтне вырăсла çыратпăр.

ФБУ «ЦСМ Татарстан» (Казань, ул. Журналистов, 24) 5, 6, 7 апреля, с 9:00 до 17:00 Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (843) 233-18-02;

Набережночелнинский филиал ФБУ «ЦСМ Татарстан» (г. Набержные Челны, ул. 40 лет Победы, 61) 5 апреля, с 9:00 до 17:00 Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (8552) 20-35-64;

Альметьевский филиал ФБУ «ЦСМ Татарстан» (г. Альметьевск, ул. Герцена, 86) 6 апреля, с 9:00 до 17:00 Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (8553) 30-38-93;

Нижнекамский филиал ФБУ «ЦСМ Татарстан» (г. Нижнекамск, проспект Строителей, 38) 7 апреля, с 9:00 до 17:00 Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (8555) 32-05-12;

Поликлиника ГАУЗ «Чистопольская ЦРБ» (г. Чистополь, ул. Галактионова, 88/1) 7 апреля, с 9:00 до 17:00 Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (84342) 9-35-98.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев