Тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ экс-ял пуҫлӑхне судпа айӑпланӑ
Мӗнле пысӑк пулӑ ҫакланнӑ
Коррупцине хирӗҫ пуринчен те вӑйлӑрах Элкел районӗнче кӗрешеҫҫӗ. Ытларах ял хуҫалӑхпа аппаланакан яллӑ районсенче коррупционерсене тупма питӗ те хӗн. Центрти пуҫлӑхсене шӗкӗлчеме шӑл витмест, ҫав вӑхӑтра Хусантан кӑтартусем кирлӗ тесе ыйтаҫҫӗ. Мӗн тумалла коррупципе кӗрешекен яваплӑ ҫынсен? Тӗрӗс ялсене каймалла.
"Чаян" журнал ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 61 ҫулхи Кивӗ Матак ял хутлӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ҫакланнӑ. Мӗнпе-ха? Вӑл иккен хӑйне хӑй 15 пин тенкӗлӗх саккунсӑр преми ҫырса панӑ пулнӑ. Вӑт ку коррупци-тӗк, коррупци. Планӗ тулнӑ пуль ӗнтӗ тӑрӑх шыв ҫине кӑларакансен. Мӗнле пысӑк пулла тытнӑ та...
Айӑплӑ ҫын хӑй айӑпне туллин йышӑннӑ тата илнӗ укҫине тавӑрса панӑ. Суд ӑна пуҫлӑх должноҫӗсене йышӑнма, суйланакан вырӑнсенче ӗҫлеме 2 ҫула чарнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев