Тӗрӗ хӗн-асапран сыхласа хăвартăр
Самар облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем иртнӗ вырсарникун «Чăваш тӗррин кунне» ирттернӗ
Халăхсен туслăхӗн этнопаркӗнчи Чăваш кил-çурт хуçалăхӗнче тӗрӗ ăстисем пуçтарăнса салтак тутрисем тӗрленӗ. Вӗсене Чăваш наципе культура автономийӗ Самар облаçӗнчи мобилизациленнисем валли пулăшу пуçтаракансене парӗ.
«Салтак тутри» акцие Чăваш наци музейӗ пуçарса янăччӗ. Вăл сентябрь-октябрь уйăхӗсенче чи илемлӗ тӗрӗллӗ тутăр конкурсне ирттерчӗ. Каярах çак конкурс валли тата ятарласа тӗрленӗ тутăрсене мобилизаиленнӗ салтаксене фронта парса яма пуçланă.
«Çак тутăрсен тӗррисем салтаксене хӗн-асапран упрасса, каялла тӗрӗс-тӗкел таврăнма пулăшасса шанатпăр», – терӗ Самар обçаçӗнчи чăваш автонмийӗн ертӳçи Людмила Павлова пирӗн редакципе телефонпа çыхăннă май.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев