Туберкулезпа чирлекенсен шучӗ ӳснӗ
Тутарстанра туберкулезпа чирлекенсен шучӗ ӳснӗ.
Кăçал 8 уйăхра Тутарстанра туберкулезпа чирленӗ 604 çынна тупса палăртнă. Ку пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 95,6 процент нумайрах.
Тутарстан Республикин Гигиенăпа эпидемиологи центрӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, 2023 çулхи январь – август уйăхӗсенче республикăра 100 пин çын пуçне 22,7 çынна туберкулез ернӗ.
2022 çулхи январь – август уйăхӗсемпе танлаштарсан кăçал ытти чирсемпе чирлесси те ӳснӗ: сифилиспа чирлекенсен шучӗ 36,4 процента, ВИЧ çаклатнисен – 3,8 процента.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев