Туслăх çинчен тăхăр интереслӗ факт
Июнӗн 9-мӗшӗ халăхсем хушшинчи Туслăх кунӗ
*Статистика тăрăх, кашни çичӗ çул эпир юлташсенчен çуррине çухататпăр. Çавăнпа та сирӗн туслăхăр çичӗ çултан ытларах тăсăлать пулсан, вăл пӗтӗм пурнăç тăршшӗнех çитӗ.
*Енчен те сирӗн ӗçӗрте юлташ çук-тăк, çак ӗç сирӗн кăмăлăра кайни питӗ иккӗленӳллӗ.
*Енчен те сирӗн тусăрсен хушшинче кам-тăр мăнтăрлăхран тарăхать-тӗк, эсир те ытларах çиессипе «çылăха» кӗркелетӗр. Енчен те сирӗн тусăр спортзала çӳрет пулсан, эпир те спортзала çӳрекен пулатăр.
*Мăшăрланури туслăх çемье пурнăçне вăрăмлатать. Лайăх çемьесен ăнăçлăхӗн никӗсӗнче тарăн туслăх тăрать.
*Чӗрчунсем ытти чӗрчунсемпе туслашма пултараççӗ. Калăпăр, качака таки тата тигр.
*Нумай юлташлă çынсен иммунитечӗ çирӗпрех, вӗсен пурнăçӗ вăрăмрах. Туссем депрессирен хăтăлма, чирсене çӗнтерме пулăшаççӗ, телей, тăнăçлăх илсе килеççӗ.
*Енчен те этем пурин çине те çывăх тусӗсем çине пăхни пек пăхсан, унăн пурнăç çулӗ самай çăмăлтарах пулать. Ырлăх тата ыттисене пулăшма пултарни çынна телейлӗрех тăвать.
*Ăслă çынсен юлташӗсем сахалтарах.
*Пурнăç тăршшӗпе сирӗн нумай тус-юлташ пулӗ, анчах та 12 юлташран пӗринпе çеç ӗмӗрлӗх туслăх пулма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев