Тутарсен паллă поэчӗ Хасан Туфан çуралнăранпа 125 çул çитрӗ
Паян тутарсен паллă поэчӗ Хасан Туфан çуралнăранпа 125 çул çитрӗ. Хасан Туфан 1900 çулхи декабрӗн 9-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Киремет ялӗнче çуралнă. Вулама тата çырма ăна ашшӗ вӗрентнӗ, ялти шкулта пӗлӳ илнӗ. 1914 çулта вăл пиччӗшӗсемпе пӗрле Урал тăрăхне пăхăр рудникӗнче ӗçлеме тухса кайнă.
Каярах Хасан Фахриевич Ӗпхӳри медресере вӗреннӗ. 1918 – 1928 çулсенче Çӗпӗрпе Урал тăрăхӗнчи, Хусанти шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. 1928 – 1930 çулсенче Кавказ тăрăхӗнче, Вăтам Азире çул çӳренӗ.

Хасан Туфан 1920-мӗш çулсенче çырма пуçланă. 1930 – 1934 çулсенче Тутар радиокомитечӗн редакторӗнче, «Совет эдэбияты» (халӗ «Казан утлары») журналта ӗçленӗ.
1940 çулта Хасан Туфан пурнăçӗнче пысăк трагеди пулнă – ăна сăлтавсăрах репрессилесе нумай çула тăван тăрăхран, юратнă ӗçӗнчен уйăрнă. Поэт килне 1956 çулта кăна таврăнма пултарнă.
1964 çулта вăл хăйӗн суйласа илнӗ хайлавӗсене кӗнекен кăларнă. Çавăншăн 1966 çулта Патшалăх премине тивӗçнӗ.
Хасан Туфан хăйӗн çуралнă тăрăхне питӗ юратнă. Унăн сăввисенче çакă уççăн палăрать. Тăван енрен аякра-аякра чухне те вăл шухăшӗнче яланах кунта таврăннă. Хасан Туфанпа пӗр ялта çуралса ӳснӗ, унтах ӗмӗрне ирттернӗ чăваш поэчӗ Григорий Тяманов-Акташ хăйӗн ентешне питӗ хисеплетчӗ. Унăн сăввисене чăвашла та куçарнăччӗ вăл. Акă еплерех хакланăччӗ Григорий Игнатьевич Хасан Туфанăн пултарулăхне: «Хасан Туфан сăввисене ума хурса шăкăртаттарса вуласа кайсан вӗсене ансат кăна ăнланса илме кăткăс. Вӗсем тарăн шухăшлă, тӗрлӗ пулăмсемпе çыхăнса тăраççӗ. Хасан пичче куçӗ умне тухнă йывăçсемпе те, умра выртакан тӳрӗ çулпа та, çурт-йӗрсемпе те калаçма пӗлет. Çав калаçăва вара пирӗн Туфан пӗр-пӗр çынпа калаçнă пек ăнланма тăрăшмалла. Вӗсенче унăн шухăшӗ, ӗмӗчӗ, кăмăлӗ, юратăвӗ пытаннă».
Тăван ялӗнче, районта Хасан Туфана пӗр самантлăха та манмаççӗ. Кивӗ Киреметре унăн музей-çурчӗ ӗçлет, унта поэтăн харпăр япалисем упранаççӗ. Аксу районӗнче çулсерен «Туфан вулавӗсем» иртеççӗ. 2025 çул районта Хасан Туфан çулталăкӗ пек иртет. Поэта халалласа тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ. Унăн музей-çуртне килекенсем те кăçал яланхинчен ытларах.
З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев