Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çыннисене заявка яма чӗнеççӗ

«Знание.Премия» çутӗç наградине илме заявка йышăнас компани вӗçленсе пырать. Сентябрӗн 30-мӗшӗччен вăхăт пуррине «Знание» обществăн пресс-служби пӗлтерет.

2024 çулта премие 19 номинаципе парӗç. Кăçал Çемье çулталăкӗ пулнине кура «За вклад в сохранение семейных ценностей» ятарлă номинаци те кӗртнӗ.

Номиницисен списокӗпе тата наградăна илес тесен мӗн тумаллине премин официаллă сайтне кӗрсе пӗлме пулать. 

Заявкăсене заочно эксперт комиссийӗ пăхса тухӗ. Номинатсем жюри пайташӗсем умӗнче хăйсен проекчӗсене хӳтӗлеме онлайн-вӗренӳ иртӗç. Лауреатсене 2025 çулта чаплă лару-тăрура пӗлтерӗç.

2023 çулта премие илме 89 регионтан 18 пин заявка килнӗ. Заявкăсем 34 ют регионтан килнипе наградăна халăхсен хушшинче награда теме те пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Просвещение