Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан «Тӗнчери çамрăксен Хулин уççине» илчӗ

Мартăн 1 — 7-мӗшӗсенче Сочире иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗнче пирӗн çамрăксем ТОП -5-ре. Хусансăр пуçне çак списокра Чулхула, Мускав, Ямал, Приморье.

«Тӗнчери çамрăксен Хулин уççи» премийӗн церемонийӗ Сириусра Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗнче иртнӗ, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен пресс-служби. Аса илтеретпӗр, мероприятие РФ Президенчӗн В.Путинăн указӗпе йӗркеленӗ. Тӗллевӗ — çамрăксен халăхсем хушшинчи çыхăнăвне аталантарасси.

«Тутарстан делегацийӗ Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивальне хатӗрлеме хастар хутшăнчӗ. Пӗтӗм Раççей конкурсӗнче çӗнтернӗ доброволецсен ресурс центрӗ волонтерсене явăçтаракан тата хатӗрлекен центрсенчен пӗри пулса тăчӗ. Волонтер пулса хутшăнма панă заявкăсен шучӗпе Тутарстан чи лайăхиссен шутне кӗчӗ. Фестиваль территорийӗнче павильон лартнă 5 хуларан пӗри эпир», — тенӗ кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Р.Садыков.

«Хусан» павильон Хусанпа паллаштаракан презентаципе арт-площадкăсемсӗр пуçне культура каçӗсем, мастер-классем, концерт программи тата ытти интерактив та хатӗрленӗ. Хăйне евӗрлӗ пултарулăх ансамбльсен концертӗнче Тутарстанпа ZAKARIA ансамбль паллаштарнă. Кунсăр пуçне Томск облаçӗпе пӗрле Казахстан делегацине культурăллă шефа илнӗ. Анлă программа хатӗрленӗ вӗсем — Сабантуй, дискотекăсем, ирхи спорт вăййисем, пӗр-пӗринпе хутшăнмалли сессисем.

Тутарстан делегацийӗ валли ятарласа наци колоритне кăтартакан тум та çӗлеттернӗ пирӗн. Р.Садыков сăмахӗпе, Арт.Молодость проектра пирӗн делегатсем республикăпа чыслăн паллаштарнă. Куравпа ярмарккăра регион бренчӗсене кăтартнă.

Фестивалӗн тӗп программи хыççăн Раççейри 30 субъектра регионти фестивальсем иртеççӗ, çав шутра Тутарстанра та. «Жить и работать в России» маршрутпа килӗшӳллӗн, пирӗн пата 55 çӗршывран 100 делегат килет.  )Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество