Тутарстан «Тотальный диктант» акцие хатӗрленет
Кăçал халăхсен хушшинчи «Тотальный диктант» акци Тутарстанра çӗнӗ шая тухӗ: пин ытла площадка, вуншар пин хутшăнакан тата уйрăм мисси – Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче чӗлхе еткерлӗхне сыхласа хăварасси. Республика çырма пӗлнине тӗрӗслеме мӗнле хатӗрленни пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире министерствăсен представителӗсемпе йӗркелӳçӗсем каласа пачӗç.
Апрелӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Тутарстанра, Раççейри пекех, «Тотальный диктант» акци пуçланать. Чылай регионшăн ку çулленхи мероприяти, анчах пирӗн республикăшăн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ, вăл патшалăх чӗлхе политикин пӗр пайӗ пулса тăрать. Тутарстан территорийӗнче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхине упраса хăварас ыйту республикăра тӗп вырăн йышăнать.
«Акци паллă та илӗртӳллӗ пулса тăчӗ. Нумай çамрăк хăйне тӗрӗслес тет, шкулти пек оценка илесрен хăрамасăр. Хутшăнакансем йышлă пулнипе Тутарстан Раççейӗпе виçӗ малта пыракан регионсен шутне кӗчӗ – пӗлтӗр акцие 40 пин ытла çын хутшăннă, – пӗлтерчӗ ТР Çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Владислав Усанов.
Ведомство представителӗ кăçал акци йăлана кӗнӗ шкулсемсӗр, библиотекасемсӗр тата ытти завединисемсӗр пуçне Хусанти танк училищи, Суворов училищи тата «Патриот» центрӗ пек хупă площадкăсенче иртнине те каласа хăварчӗ, ку призывниксене те мероприятие хутшăнма май парать.
«Тотальный диктант» акцин Тутарстанри координаторӗ Дарья Дмитриева кăçалхи текста Алексей Варламов çыравçă, публицист тата литературовед çырнине, ăна Александр Пушкинăн пурнăçӗпе çыхăннă сахал çын пӗлекен самантсене халаллассине палăртрӗ. Сăмах унăн ашшӗ-амăшӗпе хутшăнăвӗсем тата лицейра вӗреннӗ çулсем пирки пулӗ.
Площадкăсенчи текста актерсем, телеертӳçӗсем, блогерсем тата паллă çынсем вулӗç. Тӗп площадкăсенчен пӗри Тутарстанăн Наци библиотеки пулӗ, унта текста Андрей Ургант вулать. Акцие «Кухня» тата «Элеон Отель» сериалсенче ӳкереннӗ Елена Ксенофонтова та хутшăнать, вăл КФУ Çырчаллинчи филиалне килнисене диктант çыртарӗ. Хусанти уçă площадкăсенче текста «Женский стендап» шоуна хутшăнакансем – Мария Марковăпа Маргарита Родина – вулӗç.
ТР промышленностьпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Марат Минибаев акци Тутарстанри чылай предприятире иртессине те пӗлтерчӗ. Ведомствă пулăшнипе акцие ӗçлекен çамрăксем те хутшăнӗç.
ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан управленийӗн пуçлăхӗ Татьяна Алексеева çӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ. Кăçал ятарлă шкулсенче япăх илтекен ачасем валли пилӗк площадка йӗркелӗç. Ку площадкăсенче сурдопедагогсем ӗçлӗç. Диктанта хутшăнма аслисем те пултараççӗ. Тепӗр çӗнӗлӗх – диктанта ача садне çӳрекенсем те хутшăнни.
«Ултăри ача диктант мӗнле çырма пултарать? Вӗсем валли креативлă пултарулăх заданийӗсем хатӗрленӗ: ребуссем, пуçватмăшсем. 70 ача садӗнчен 350 çын регистраци иртнӗ», – пӗлтерчӗ Татьяна Георгиевна.
Пресс–конференцире диктанта çулсерен çыракан çемье те хутшăнчӗ.
- Эпӗ диктант çинчен ăнсăртран пӗлтӗм, килтӗм, лартăм, çыртăм. Шкулта лайăх вӗреннӗ, олимпиадăсене хутшăннă, анчах иккӗ илни маншăн кӗтменлӗх пулчӗ. Пӗлӗве анлăлатма шутларăм, – пӗлтерчӗ çемье пуçлăхӗ Ленар Габдулин.
Халь акцие вӗсем çемйипех çулсерен хутшăнаççӗ.
Акци темиçе форматпа иртет. Площадкăсенче яланхи пекех текста онлайн çырма та пулать. Вырăс чӗлхине вӗренекен ют çӗршыв çыннисемшӗн TruD тест-квест ирттерме палăртнă. «Тот.Язык» проект шайӗнче хутшăнакансем диктант текстне тăван чӗлхепе çырма пултараççӗ. Кăçал текста 26 чӗлхене куçарнă.
Хăйсен пӗлӳлӗхне тӗрӗслесе пăхас текенсем проектăн totaldict.ru/kazan сайтӗнче регистраци иртмелле, 1000 ытла площадкăран меллерехне суйласа илмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев