Тутарстан влаçӗсем мобилизациленнисене кирлӗ япаласемпе тивӗçтереççӗ
«Йăлтах çӗнтерӳ валли!» Районсемпе республика влаçӗсем тумтирпе инструментсем туянаççӗ. Резервистсен экипировкипе тивӗçтерессине хăй çине бюджет илнӗ.
Паллах, кун пек чухне военторгсенче ажиотаж пуçланать. Палаткăсемпе вещмешоксем, сумка-холодильниксем, ковриксем – пысăк хăвăртлăхпа сутăна пуçланă. Паллах, чылай усламçă çакăн çинче пуйма шутланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр. Салтак таварӗсен хакӗсем темиçе хут ӳссе кайнă. Тӗслӗхрен, чи йӳнӗ кнопкăллă телефон сентябрӗн 21-мӗшӗччен пин тенке яхăн тăнă пулсан, тулли мар мобилизаци çинчен пӗлтернӗ хыççăн унăн хакӗ виçӗ-пилӗк хут ӳснӗ. Сăлтавӗ ансат: вăрçă хирне смартфонпа кайма юрамасть, тăшман локаторӗ тӳрех асăрхать. Çавăнпа кивӗ мобильниксем кирлӗ те.
Резервистсене валли кирлӗ япаласен списокне республика хатӗрленӗ. Çар ретне тăратнă çынсем валли Тутарстан резинăланă перчеткесем, ятарлă нускисем, аялти кӗпе-йӗм, трикотаж калпаксем, рейд хутаççисем, çумăр пӗркенчӗкӗсем, термобелье, салтак ларкăчӗсем, ковриксем, тата шыв кайман хутаçсем туянать.
Тутарстан районӗсем мобилизациленнӗ ентешӗсем валли рюкзаксем хатӗрлеççӗ. Пӗр район та айккинче тăрса юлман. Çырчалли хулин ертӳçисем мӗн пур кирлӗ япалапа рюкзаксем парса янă. Вӗсенче çак япаласем: термотум, алшăлли, нускисем, термос, сухпаек, аптечка. Япалапа тивӗçтернисӗр пуçне Автохула кашни мобилизациленнӗ çынна 20-шер пин тенкӗ материаллă пулăшу панă.
Ятарлă çар операцийӗн зонине кайма хатӗрленекен çынсене пулăшас текенсем нумай. Вӗсемпе пӗрлех социаллă сетьсенче мошенниксем те вăраннă. Аферистсем имӗш мобилизациленнисем тата вӗсен çемйисем валли укçа пухаççӗ. Республикăра пурăнакансем шулӗксен ултавне ан çакланччӗр тесе республикăри «Ярдәм янәшә! Помощь рядом!» юхăм Тутарстанри резервистсемпе вӗсен çемйисене пулăшма ятарлă счет уçнă. Вăл «Ак Барс Созидание» ыр кăмăллăх фондӗнче.
Укçа куçармалли реквизитсем:
Благотворительный фонд «АК БАРС СОЗИДАНИЕ»
ОГРН 1061600052425
ИНН/КПП 1658079690/165701001
р/с 40703810100020000999 в ПАО «АК БАРС» БАНК
БИК 049205805
Корреспондентский счет 30101810000000000805
назначение платежа «Ярдэм янэшэ! Помощь рядом!»
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев