Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 20 градус таран ăшăтать

Çывăх вăхăтра республикăра кӑнтӑрла тата çӗрле сывлăш температури улшӑнсах тăрать. Кун пирки ТР Гидрометцентрӗ пӗлтерет.

Май уйӑхӗн 14–16-мӗшӗсенче çумăр çăвасса кĕтмелле мар. Çӗрле сывлăш температури −5 градус таран анма пултарать. Кӑнтӑрлахи вӑхӑтра температура майӗпен ӳсме тытӑнӗ. Çапла, майăн 14-мӗшӗнче 8 градусран пуçласа 13 градус таран,15-мӗшӗнче — 10-ран пуçласа 15-е çити, кӗçнерникун — 15 градусран пуçласа 20 градуса çити хăпарĕ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вĕçĕнче çӗрле сывлӑш температури нольран аяларах анмӗ. Кӑнтӑрла сывлӑш каллех 15-20 градус таран ӑшӑнать, çумӑр çума пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода