Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Эковесна-2025» конкурса пӗтӗмлетӗç

Июнӗн 10-мӗшӗнче Хусанти «Елмай» паркра республикăри «Эковесна-2025» конкурсăн çӗнтерӳçисене палăртаççӗ. Икӗ уйăх хушшинче экомарафона хутшăнакансем 18 пине яхăн мероприяти – йывăçсем лартассинчен пуçласа каяшсене уйрăм пухасси таран – ирттернӗ.

Кăçал конкурса Тутарстанран пурӗ 1 089 заявка, вӗсенчен  406-шӗ – ача сачӗсенчен («Экокоманда»), 374-шӗ – шкулсенчен, 109-шӗ – çемье командисенчен, 95-шӗ –экологи пӗрлешӗвӗсенчен, 73-шӗ уйрăм çынсенчен («Экопомощник») килнӗ. Конкурса  Арск, Менделеевск, Сабы районӗсем, Анат Кама тата Çырчалли хулисем хастар хутншăннине пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.

Республикăра 8 эрне хушшинче ача сачӗсем 6 877 экологи мероприятийӗ, шкул командисем – 5 401, çемьесем – 2 212, уйрăм çынсен – 1 691 экологи мероприятийӗ иртернӗ.  Шăнкăрч йăвисем хатӗрлесе, субботниксемпе экоуроксем ирттерсе, йывăçсем лартса кашниех çутçанталăка упраса хăварас ӗçе пысăк тӳпе хывнă!

Июнӗн 10-мӗшӗнче 11.30 сехетре пуçланакан мероприятире «Экосемья», «Экопомощник», «Экообъединение», «Экокоманда», «Экопартнеры» номинацисенче çӗнтерӳçӗсене палăртаççӗ.   Программăра интерактивлă экостанцисем, мастер-классемпе экоквестсем те пулаççӗ.

«Эквесна» конкурс 2016 çултан пуçласа санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ шайӗнче иртет. Унăн тӗп тӗллевӗсем: çынсене çутçанталăка упрама явăçтарасси, экологи пуçарăвӗсене аталантарасси тата çӗнӗ çитӗнӳсем тума хавхалантарасси.

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Эковесна2025 #ЭкоТатарстан #ЗеленыйМарафон #ЭкоГерои