Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра кайӑк-кӗшӗк грипне пула карантин пуçланнă

Пӗрлехи указа Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов алӑ пуснӑ.

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ Лениногорскри чӑх-чӗп фабрикинче палӑрнӑ. Чӑхсен августӑн 25-мӗшӗнче вилме тытăннă. Тепӗр кунхине ТР Министрсен Кабинечĕн ветеринарин тӗп управленийӗ инфекци сарӑлассине чарассипе чӑх-чӗп фабрикинчен 55 ҫухрӑм радиусра карантин пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Сăнав зонине республикӑри 9 район — Лениногорск, Азнакай, Элмет, Бавлы, Пӗкӗлме, Заинск, Сарман, Ҫарӑмсан тата Ютаза — лекнӗ.

Чăх-чĕп фабрикин  йышне — 220 пин ытла чӑха — вӗлерме ӑсатаççĕ, вилнисене ҫунтарса яраҫҫӗ, чирлисене сиплеме чараҫҫӗ. Çавӑн пекех президент указӗпе чӑх-чӗп фабрикин продукцине илсе тухма чарнӑ. Генеральнăй директорӗ сотрудникĕсене 100 проценчӗпех вакцинаципе тивӗҫтермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: птичий грипп