Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра РФ Оборона министерствипе темиçе пин çын контракт тунă. Контракт çырнăшăн республикăра 2,9 миллион тенкӗ таран тӳлеççӗ, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене тӗрлӗ енлӗ пулăшаççӗ.
«Тутарстанра контракт çыракансем валли чи лайăх условисем туса панă. Пирӗн пата Пӗтӗм Раççейрен килеççӗ. Республикăра çар службинче тăракансене, вӗсен çемйисене пурне те социаллă пулăшу параççӗ», — пӗлтернӗ контрактпа çар службин суйлав пункчӗн офицерӗ Виктор Никитин.
Контракт çырнăшăн парăнакан тӳлев 2,9 миллион тенкӗпе танлашать. Çак суммăран ытларах пайне — 2,5 миллионне — контрактниксене республика тӳлет, ытти 400 пин тенкӗ — Раççей Оборона министерствинчен пӗр хутчен паракан тӳлев. Унсăр пуçне контракт çырнăшăн уйрăм предприятисем е аслă шкулсем (студент пирки сăмах пырать пулсан) хушма тӳлевсем пама пултараççӗ, çавăнпа сумма ӳсме пултарать.
Виктор Никитин каланă тăрăх, Тутарстанри суйлав пункчӗ уйрăм подразделенисемпе кăна ӗçлемест: контрактниксене Пӗтӗм Раççейри тӗрлӗ çар чаçӗсене яраççӗ, çав шутра Пилотсăр системăсен çарӗсене тата Африка корпусне.
«Кашни кандидата аэропортра, чукун çул вокзалӗнче е автостанцире кӗтсе илеççӗ, вырнаçтараççӗ, кунне виçӗ хут ăшă апатпа тивӗçтереççӗ. Вӗсем медицина тӗрӗслевӗ те хăвăрт ирттереççӗ. Çавăн пекех пурне те çар чаçӗсене ăсатса яраççӗ. Контракт тунисемпе малалла та пуринпе хутшăнма, çыхăну тытма тăрăшатпăр», — палăртнă суйлав пункчӗн офицерӗ.
Тутарстан, Виктор Никитин каланă тăрăх, студентсемпе ятарлă контрактсем тăвас енӗпе малта пырать. Вӗсем çулталăк службăра тăраççӗ, срокӗ тухсан контракта тăсас темесен каялла таврăнма пултараççӗ. Контракт тунă студентсенчен чылайăшӗ Пилотсăр системăсен çарӗсене яраççӗ.

Ятарлă контракта медиксем те тума пултараççӗ. Вӗсем госпитальсенче, ятарлă тӗллевлӗ медицина отрячӗсенче, медицина взводӗсемпе ротăсенче тăраççӗ.
Нет комментариев