Тутарстанра ку эрнере юр çăвать
Эрне вӗçӗнче республикăра вырăнӗ-вырăнӗпе юр çума пултарнине пӗлтерет ТР Гидрометцентрăн пуçлăхӗ Феликс Гоголь.
«Йӗпе юр çитес эрнекунпа шăматкун пулать. Анчах республикăн хăш-пӗр районӗсенче вăл çумăрпа пӗрле çунипе ăна курса юлаймӗç. Пӗрремӗш хут республикăра юр октябрь уйăхӗн 2-3-мӗш декадинче çăвать», – каланă Феликс Гоголь. Ун сăмахӗсемпе кăçал Тутарстанра юр çуман-ха.
Гидрометцентрăн прогнозӗ тăрăх октябрӗн 25-26-мӗшӗсенче сывлăш температури каçпа 0..+5 çитет, кăнтăрла +2..+7 градус ăшă пулать.
Тутарстанра хӗл ноябрь уйăхӗн 17-мӗш хыççăн ларать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев