Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ку эрнере карантин пӗтет

Телее, ку мур та иртсе каять иккен-ха. Малашне асăрхануллăрах пулăпăр.

ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов паян журналистсемпе тӗл пулсан ку эрнере республикăра кайăк-кӗшӗк грипӗн карантинне пӗтерессине пӗлтернӗ. Июлӗн 25-мӗшӗнченпе республикăра вирус урăх пӗрре те палăрманнипе çыхăннă иккен ку.

Аса илтеретпӗр, кăçал 6 районти 24 хуçалăхра кайăк-кӗшӗк грипӗпе килти чăх-чӗп вилнӗччӗ. Чир ăшă енне вӗçсе каякан вӗçен кайăксенчен мар, Чăваш Енрен сутма кӳнӗ чӗпсенчен ернине пӗлтернӗччӗ специалистсем. Телее, ку мур та иртсе каять иккен-ха. Çапах та ветеринарсем халăха ӳлӗмрен чăх-чӗпе Тутарстанри пурăнакан, чӗпсем кăларассипе нумай çул ӗçлекен предпринимательсенчен кăна туянма сӗнеççӗ. Мӗншӗн тесен вӗсен хуçалăхӗсене ветеринари служби тăтăшах тӗрӗслесе тăрать. (Т. Маркова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: птичий грипп