Тутарстанра наци проекчӗпе юсав хыççăн 22 кӗпере хута ямалла
Пурӗ 12 кӗпере пăсса çӗннине тăваççӗ, 15-шӗ юсанать, тесе пӗлтерет ТР Çул-йӗрпе транспорт хуçалăхӗн министерствин пресс-служби.
«Вунă кӗпер ӗнтӗ эксплуатациленет, вӗсен пӗрлехи тăршшӗ 302,8 метр. Çулталăк вӗçлениччен тата 12 кӗпер сооруженине нормативпа килӗшӳллӗн юсаса пӗтермелле», – тесе палăртнă министерствора. Уйрăммăн илсен, Кайпăç районӗнчи Аслă Кайпăç – Камылово çул çинчи Кӗтне урлă каçакан кӗпере капиталлă юсанă. Специалистсем кӗпер юписене юсанă, çӗнӗ пролет строенийӗсене вырнаçтарнă, машинасем иртекен пайне бетонланă, çул тумне малтанхи пек тунă, барьерсем тата перилăсем лартнă.
Лайăш районӗнчи Столбищене илсе кӗрекен çулăн тип çырма тӗлӗнчи кӗпере те юсаса пӗтернӗ. Çак кӗперӗн икӗ пролет балкине улăштарнă, насыпь конусӗсене çирӗплетнӗ тата ытти те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев