Пӗлтерӳ системине тӗрӗслеççӗ
Республикăра мартăн 4-мӗшӗнче пӗлтерӳ системисен хатӗрлӗхне тӗрӗслесси иртет. Ирхине регионта электросиренасем тата громкоговорительсем урлă «Внимание всем! Проводится проверка готовности системы оповещения населения!» – пӗлтерӳ яраççӗ. Кун пирки Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Тӗрӗслев 10:40 тата 10:45 сехетре малтан республикипе, унтан муниципалитет шайӗнче иртет, 10:43 сехетре телевизор тата радио урлă «Внимание всем!» пӗлтерӳ яраççӗ.
Кун пек тӗрӗслев Пӗтӗм Раççейӗпе çулталăкра 2 хутчен ؘ– çуркуннепе кӗркунне пулать. Сиренăн вăраха тăсăлакан сигналне илтсен, ăна мӗн сăлтавпа панине ăнлантарса парасса кӗтмелле. Громкоговорительсенчен килекен информацие вӗçне çитиччен итлемелле, телевизор тата радио ямалла.
МЧС пӗлтернӗ тăрăх, сиренăна илтменни çинчен ведомствăна пӗлтермелле мар. Республикăри пӗлтерӳ системине сакăрвуннăмӗш çулсенчех йӗркеленӗ. Çак вăхăтра республикăри хуласемпе районсенче çӗнӗ пурăнмалли кварталсем тунă. Çак проблемăллă вырăнсем çинчен специалистсем пӗлеççӗ. Шăпах мартăн 4-мӗшӗнче пур оборудованин юсавлăхне тата яваплă должностьри çынсен тунă ӗçне тӗрӗслӗççӗ.
Аса илтеретпӗр, 2025 çулхи май уйăхӗнче пӗлтерӳ системин тӗрӗслевӗн пӗтӗмлетӗвӗпе ведомство кăмăлсăр пулнине Раççей МЧСӗн пуçлăхӗ Александр Куренков пӗлтернӗ. Ăна лайăхлатас тӗллевпе РФ Финанс министерствинчен пӗтӗм çӗршыври гражданла оборона тытăмне çӗнетме МЧС 155 миллиард тенкӗ ыйтнă.
Тутарстанра пӗлтерӳ системине юлашки хут октябрь уйăхӗнче тӗрӗслерӗç. Ун чухне тӗрӗслев Раççейӗн пур регионӗнче те планпа иртнӗ. 2026 çулхи январь уйăхӗнче ТР çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн министрӗ Илья Начвин Тутарстанра чрезвычайлă лару-тăру вăхăтӗнче халăха пӗлтермелли çӗнӗ тытăм йӗркелеме пуçлани пирки пӗлтернӗччӗ.
Планпа иртекен асӑрхаттару сигналне илтсессӗн лӑпкӑлӑха ан çухатӑр!
Раççей МЧСӗн сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев