Тутарстанра пурçăн хурчӗпе нефтевани мелӗпе кӗрешеççӗ
Тутарстанра мăшăрсăр пурçăн хурчӗ çăмарта хурасран йывăçсен вуллисене нефтевани тăвас ӗçсем пыраççӗ. ТР Вăрман хуçалăх министерствин вăрман фондне хӳтӗлес тата сыхлас секторӗн заведующийӗ Анас Сенгатуллин каланă тăрăх, çак ӗçсене иртнӗ эрне вӗçне 2,9 пин гектар лаптăкра пурнăçланă.
«Нефтевани вăл – пурçăн хурчӗ йывăç çинчи çăмарта хума пултаракан вырăнсене нефтепродуктсемпе сӗрни. Тӗслӗхрен, вăл машина çăвӗ е краççын пулма пултарать. Çак меслет сиенлӗ хуртсен хисепне самай чакарма пулăшать», – тесе ăнлантарать А.Сенгатуллин.
Пурӗ кăçал 6,2 пин гектар лаптăк çинче нефтевани тума палăртнă. Ӗçсене ноябрӗн 1-мӗшӗнче вӗçлесшӗн.
Çавăн пекех халӗ республикăра мăшăрсăр пурçăн хуртне шута илессипе те ӗçлеççӗ. Ун хисепне кура тепӗр çул вăрмана сиен кӳрекен хуртсен йăвисене еплерех пӗтерессин мероприятийӗсене ирттерме документаци хатӗрлӗç.
Пӗлме: мăшăрсăр пурçăн хурчӗ (шелкопряд) – эребид çемйинчи лӗпӗш. Амипе аçи пӗр-пӗринчен питӗ уйрăлса тăраççӗ – кӗлеткипе те, тӗсӗпе те. Федерацин Атăлçи округӗнче мăшăрсăр пурçăн хурчӗ ӗрченине çавăн пекех Пушкăртстанра, Оренбург, Самара тата Ульяновск облаçӗсенче палăртнă. Сиенлӗ хурт ӗрченин тӗп сăлтавӗсем – лӗпӗшсем кӳршӗлле регионсенчен вӗçсе килни, хӗлсем ăшă тăни, çуркунне нӳрӗ çанталăк пулни тата кайăк-кӗшӗк хурт-кăпшанка сахалрах çини. Пурçăн хурчӗ çулçăсене çисен йывăçсем çав çулах тепӗр хут çулçă кăлараççӗ. Ăсчахсем каланă тăрăх, виçӗ çул харăс çулçисене хурт çисен çеç йывăçсен пӗтес хăрушлăх пур.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев