Тутарстанра вейпсем сутма чарасшăн
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра вейпсем сутма чарасшăн

Республика парламенчӗ электронлă сигаретсемпе вӗсем валли шӗвӗксем вакăн сутма чарасси çинчен калакан законăн проектне çывăх вăхăтра пăхса тухать. Чарăва регионсене çакăн пек право панă çӗнӗ федераци законӗпе килӗшӳллӗн кӗртме сӗнеççӗ.

Экономика, инвестицисем тата предпринимательство комитечӗн председателӗ Рягат Хусаинов проектăн тӗп положенийӗсемпе паллаштарнă.  

Пуçару никотинлă продукципе усă курнине, уйрăмах çамрăксем хушшинче, чакакрассипе çыхăннă. Закон республикăра вейпсене пилӗк çуллăха сутма чарма сӗнет.  Чару ытти табак изделийӗсене пырса тивмест — тӗслӗхрен, табака ăшăтаканнисене, вейпсен шутне кӗменнисене.

Рягат Хусаинов медиксем вейпсем çамрăксен сывлăхӗшӗн сиен кӳни пирки каланине палăртнă.

Хальхи вăхăтра закон проекчӗн текстне парламентарисем тӗпчеççӗ, ăна депутатсем октябрӗн 13-мӗшӗнче иртекен ларура сӳтсе яваççӗ. Закона йышăнсан чарусене 2027 çулхи март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен тытăнса 2032 çулхи март уйăхӗн 1-мӗшӗччен кӗртӗç. Çак вăхăт тӗлне предпринимательсем туяннă продукцин юлашкисене сутса пӗтермелле тата хăйсен суту-илӳ вырăнӗсене ытти продукци çине куçармалла.


Парламент закон

Нет комментариев