Тутарстанра хӗлле çулсене тасатма 1000 единица техника хатӗрлесе хунă
ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, сивӗ сезонра республика çулӗсене пӗтӗмпе 1030 единица ятарлă техника пăхса тăрӗ, вӗсем: 345 хутăш (комбинированный) çул-йӗр машини, 130 автогрейдер, 145 ротор, 400 ытла ытти техника.
Çулсене пăрлакланасран республикăри çырма хăйăрӗпе тата Пермь крайӗн карьерӗсенчен кӳрекен техника тăварӗпе усă курӗç кăçал. Сивӗ сезон валли ку материалсене республика çителӗклӗ хатӗрленӗ. Вӗсенчен 349,9 пин тонни тăварпа хăйăр хутăшӗ, 91,9 пин тонни тăвар тата 282,9 пин тонни хăйăр.
Çаплах автомобиль çулӗсене (çул хӗррисене, çул хӗрринчи канавсене тасатасси, шыв юхакан пăрăхсене хупласси), кӗперсене хӗллене хатӗрлес ӗçсене йӗркеленӗ.
«Çанталăкпа çулсем çинчи лару-тăрăва (мӗн чухлӗ автомобиль иртнине, çулсене мӗнле пăхса тăнине) ведомствăн геоинформаци системипе сăнаса тăрӗç. Тӗп çулсен çывăхне вырнаçтарнă 38 çул-йӗр метеостанцийӗ çанталăка сăнӗ», – пӗлтерет ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министерствин автомобиль çулӗсене пăхса тăракан управленийӗн ертӳçи Карим Нурмухаметов.
Регионти автомобиль çулӗсене 2023 çулта 3,5 çула йышăннă патшалăх контракчӗпе пăхса тăраççӗ. Хальхи вăхăтра 2025 çулăн 4-мӗш кварталӗн хӗллехи вăхăтӗнче пăхса тăмашкăн кашни муниципаллă районсемпе тата хула округӗсемпе контракт тунă. 10 районта вара вăл вăрахлăха. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев