Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри ялсене автолавккасемпе мобильлӗ банксем пӗр вăхăтра çӳреме тытăнӗç

Çынсенчен ыйтса пӗлнӗ тăрăх, автолавккасем кирлӗ таварсемсӗр пуçне ялта пурăнакансене пӗрле пуçтарма май туса пани те килӗшет.

Яллă территорисенче пурăнакансемшӗн автолавккасен ӗçне меллӗрех тăвас тӗллевпе «Татпотребсоюзпа» Сбербанк хăйсен куçса çӳрекен уйрăмӗсен (автолавккасемпе мобильлӗ офиссем пирки пырать сăмах. -Авт.) ӗç графикне синхронизацилеме йышăннă. Çак пуçару ял çыннисене пӗрре тухсах тӗрлӗ ыйтусене татса пама май парӗ, пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби.  

 «Татпотребсоюз» 2000 пин ытла яла апат-çимӗç продукчӗсемпе тата хуçалăхра кирлӗ таварсемпе тивӗçтерсе социаллă пӗлтерӗшлӗ питӗ пысăк ӗç туса пырать.  Асăннă шутран 1300 яла 135 автолавкка мӗн кирлипе тивӗçтерсе тăрать. 2025 çулта вӗсен ваккăн суту-илӗвӗн калăпăшӗ 6,7 миллиард тенкӗпе танлашнă. Мобильлӗ суту-илӗве те тӗп тимлӗх уйăраççӗ. Кашни автолавкка ялсенчи  кулленхи пурнăçа тытса пыма пулăшать. Апат-çимӗçсӗр пуçне потребительсен сообществин харпăр продукцине те вырнаçтараççӗ вӗсем. Çак ене аталантарни уйăхсерен 390 пин тенкӗ чухлӗ тупăш кӳрет.

Сбербанкăн мобильлӗ офисӗсем вара ял çыннисене банк услугисен мӗнпур тӗсӗпе тивӗçтереççӗ. Çынсем унта пырса банк карттисем тутарма, харпăр шут тата вкладсем уçма, укçа куçарма е мӗнле те пулин тӳлеве туса пăрахма тата,  паллă ӗнтӗ, банк ӗçченӗсенчен вăл е ку ыйтупа консультаци илме пултараççӗ.

Вӗсен ӗçне автолавккасен графикӗпе синхронизацилени вара ял çыннисене, уйрăмах ватăсене, харăсах кирлӗ тавара туянма тата банк услугисене илме майсем туса парать.  

Вӗсен пӗрлехи графикӗпе çак ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать.

 https://disk.yandex.ru/i/ucuCmSTUkMaurg

Çынсенчен ыйтса пӗлнӗ тăрăх, автолавккасем кирлӗ таварсемсӗр пуçне ялта пурăнакансене пӗрле пуçтарма май туса пани те килӗшет. Автолавккасемпе банкăн мобильлӗ офисӗсем пӗрле ӗçлени вӗсен активлăхне ӳстерет. Вырăнти экономикăна лайăхлатас енӗпе те усăлăхӗ пысăк вӗсен.  

Сăнӳкерчӗк https://agro.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минсельхоз