Тутарстанри кашни иккӗмӗш аслӑ ҫын ӗҫлӗх служби пулӑшнипе ҫӗнӗрен ӗҫ тупма пултарнӑ
2022 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Тутарстанӑн ӗҫлӗх службине аслӑ ӑрури 330 ҫын ӗҫ шыраса пынӑ, вӗсенчен ҫурри ӗҫ тупайнӑ
Пенси ҫулне ҫывхаракан граждансемшӗн вакансисен ярмаркисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ултӑ ярмарка иртнӗ, вӗсенче 30 ӗҫпе тивӗҫтерекен аслӑ ҫулти ҫынсем валли 200 яхӑн ваканси тӑратнӑ.
Ӗҫе вырнаҫма пулӑшассипе ҫыхӑннӑ федераллӑ проекта пула Тутарстанра кӑҫал 50-ран иртнӗ ҫынсем тата пенси ҫулне ҫывхаракансем профессисене вӗренме пултарнӑ. 550 ытла ҫын ҫӗнӗ специальноҫсене алла илнӗ.
Пӗрремӗш ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Патшалӑх ӗҫ инспекцине пенси ҫулне ҫывхаракан ӗҫлекенсенчен тватӑ обращени килнӗ. Инспекци сотрудникӗсем ӗҫпе тивӗҫтерекенсене вунӑ асӑрхаттару ҫырса панӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев