Тутарстанри шкулсенче хӗллехи каникул малалла тăсăлать
ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, шартлама сивӗсене пула республикăри шкулсенче хӗллехи каникула тата икӗ куна тăснă. Шкул ачисен хушма канмалли кунӗсене çуркуннехи каникултан илнӗ.
«Вăйлă сивӗтнине пула шкулсен расписанийӗсене улшăнусем кӗртнӗ. Тутарстанри чылай шкулта хӗллехи каникула икӗ куна тăснă. Вӗсем çуркуннехи каникул кунӗсен шутӗнчен илӗнеççӗ», – тесе каланă ТР Вӗрентӳпе наука министерствин хыпарӗнче.
Ведомство мӗнле сивӗпе хăш классенче уроксене чармаллине аса илтернӗ:
Сывлăш температури -23 градус пулсан ял шкулӗсен пуçламăш класӗсенче занятисем ирттермелле мар;
Сывлăш температури -25 градуса çитсен хула шкулӗсен пуçламăш класӗсенче тата ял шкулӗсен 5-9 класӗсенче занятисем ирттермелле мар;
Сывлăш температури -27 градус пулсан хулари шкулсен 5-9 класӗсенче занятисем ирттермелле мар;
Сывлăш температури -30 градуса çитсен ял шкулӗсен 10-11 класӗсенче занятисем ирттермелле мар;
Сывлăш температури -32 градуса çитсен хула шкулӗсенчи 10-11 классенче уроксем пулмаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев