Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ

Kам-ха, кам çак халăха пӗлмест: Вăл çӗр пин сăмахпала пуплет, Çӗр пин юрă-çемӗ кӗвӗлет, Çӗр пин тӗслӗ тӗрӗ вăл​ тӗрлет. П.Хусанкай.

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Халăхсен хушшинчи тӑван чӗлхе кунне халалланӑ «Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ» музей урокӗ иртрӗ.

Мероприятие хутшăннă ачасем чӑваш наци костюмӗсемпе, эрешсен пӗлтерӗшӗпе, историйӗпе, культурипе, тӑван чӗлхе çинчен каланӑ сӑмах çаврӑнӑшӗсемпе паллашрӗç, викторинӑна хутшӑнса хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç. Мероприяти вӗçӗнче ачасем тӑван чӗлхе пуянлӑхӗ çинчен янравлӑ сӑвӑсем каларӗç. Мӑн асанне-кукамайсем тӗрленӗ алшӑллисен «Тӗрӗ-эреш – кил илемӗ» куравӗпе те паллашрӗç.​ ​ ​ ​ ​ ​
Юлашкинчен пурте çакăн пек пӗтӗмлетӳ турăмăр: пирӗн пурин те хамӑрӑн тӑван чӗлхене хакламалла, упрамалла тата юратмалла.
Эй, чӗлхем! Анне панӑ​ чӗлхем!
Янӑра эсӗ çутӑ тӗнчере!
Ыттине çӗр чӗлхе хуть пӗлем,
Эсӗ манӑн пӗрре çеç, пӗрре!
Пиртен кашниех малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса хамăр халăх​ пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриот пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ. Манас марччӗ хамӑрӑн тӑван чӗлхене, упрасчӗ ӗмӗр-ӗмӗре.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев