Тырă упрамалли çанăсене малашне Тутарстанрах кăларасшăн
«Алабуга» ятарлă экономика зонинче тепӗр завод лартас шутлă, вăл теплицăсем, силос шăтăкӗсем валли пленка материалӗсемпе пӗрлех тырă упрамалли çанăсем кăларассипе те ӗçлӗ, тесе пӗлтерет РБК Татарстан «Август» компанин пресс-службин хыпарӗ çине таянса. Çапла майпа çӗнӗ тухăçран юлакан ытлашши тырра пахалăхне çухатмасăр упрама май парӗ вăл. Çӗнӗ завод пӗтӗмпе 60,1 пин тăваткал метр йышăнса çулталăкне 10,5 миллион тонна продукци кăларӗ. Завод 2024 çулта ӗçлеме тытăнмалла.
«Август» АО генеральнăй директорӗ Михил Данилов каланă тăрăх, пленкăсене хальхи вăхăтра Китайран кӳреççӗ. Тырă упрамалли çанăсем кăларассипе вара Испанипе Израиль малта. Раççейре агропромышленность аталаннине кура полиматериалсемпе усă курасси те ӳсет. Пахча çимӗç, çырла, симӗс культурăсен лаптăкӗсем сарăлсах пыраççӗ пулсан тухăçа ăçта-тăр упрамаллах.
«Тутарстан пластик çанăсемпе чăн малтан усă курма тытăнчӗ. Ку технологи пире пысăк тухăç илнӗ çулсенче тӗш-тырра типӗтсе те, элеватора турттарса та ӗлкӗреймен чухне, питӗ пулăшрӗ. Çанăсене тырă тултарса тăракан оборудовани хаклах мар, тырра вăл каярах васкамасăр тăкса тасатма, тырă хакӗ ӳснӗ вăхăтра сутма май парать. Кун пек çанăсенче ял хуçалăх продукцийӗ çулталăк ытла чипрех упранать»,– тенӗ вăл. Çаплах çанă хуçалăхсене элеватор услугисем (сельхозпродукци хакӗн 35 проценчӗ чухлех вăл) çине перекетлеме те пулăшать.
ТР фермерсемпе хресчен хуçалăхӗсен ассоциацийӗн председателӗ Камияр Байтемиров пӗлтернӗ тăрăх, çӗнӗ завода аграрисем ыйтнипе лартаççӗ. Халӗ полиматериалсене Китайпа Кăнтăр Корейăран кӳреççӗ. Хăш-пӗр хуçалăхсен унпа усă курас опычӗ пур. 2022 çулта регион туса илнӗ пӗтӗмӗшле тыррăн 26-27 процентне фермерсемпе хресчен хуçалăхӗсем ӳстернӗ пулсан та фермерсем çанăпа усă курмаççӗ-ха хальлӗхе, мӗншӗн тесен унпа ӗçлемешкӗн опыт та, ытлашши тырă та çук вӗсен. .
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев