Çӗнӗ хыпарсем

Вăрмана кайсан тимлӗ пулăр

Нурлат районӗнчи Ялавăр çывăхӗнчи вăрмана 44 çулти хӗрарăм кăмпа пуçтарма кайнă. Чылай вăхăт хушши киле кайма ăнăçсăр çул шыранă хыççăн, хăй аташса кайнине ăнланса илнӗ. Кун пирки Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Раççей МЧСӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Раççей МЧСӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.  

Инкеке лӗкнӗ хӗрарăм 112 номерпе шăнкăравланă, ăна пулăшма çăлавçăсем  çитнӗ. Хальхинче лару-тăру чиперех вӗçленнӗ  – хӗрарăм хăй тӗллӗн çул тупнă.

«Аташса кайрăр пулсан – ан шикленӗр. Чарăнăр, итлӗр: шоссе, чукун çул сасси, йытăсем вӗрни хăш еннелле каймаллине уçăмлатса парӗ. 112 номерпе шăнкăравласан операторсем çул тупма пулăшӗç», – сӗнеççӗ МЧСра.

Вăрмана кайнă чухне вырăна малтанах тӗпчӗр, çывăх çыннăрсене маршрут пирки пӗлтерӗр, таçтан курăнакан тум тăхăнăр, çавăн пекех чи кирлине – телефон, шыв, кăштах апат, çавăн пекех зажигалкă е шăрпăк хăвăрпа илмеллине ан манăр.


МЧС РТ #БезопасностьВЛесу

Нет комментариев