Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Владимирович, калăр-ха?

РФ Президенчӗпе иртнӗ пресс-конференцире журналистсене ытларах тӗнче ыйтăвӗсемпе хальхи вăхăтра Украинăпа Çывăхри Хӗвелтухăçра пыракан хирӗçтăрусемпе çыхăннă ыйтусем хумхантарчӗç.

А.Верницкий (Пӗрремӗш канал): Владимир, Владимирович, БРИКС çӗршывӗсен пӗрлехи инвестици платформине сӳтсе яврăр-и, SWIFT тӳлев системин альтернативи пулать-и?

– SWIFT тӳлев системин альтернативи пирки, эпир нимӗнле альтернатива та туса хуман. Апла пулсан та питӗ кирлӗ ыйту ку, мӗншӗн тесен паянхи тӗп проблема – тӳлев. Çавăнпа эпир наци укçипе усă куратпăр, кăна пурте пӗлеççӗ. Эпир паян финанспа çыхăннă ыйтусемпе Раççейӗн тӗп Банкӗ хатӗрленӗ Раççей тӳлев системипе усă куратпăр.  БРИКС çӗршывӗсен хăйсен системисем те пур, вӗсемпе те усă курăпăр, ку ене малалла аталантарăпăр. Пӗрлехи системăна хальлӗхе шутласа кăларман-ха. Мӗн пурри çитет, тивӗçлӗ йышăнăва администраци шайӗнче вăхăтра татса памалла кăна.

И. Ежов (РИА «Новости»): БРИКС малалла аталанассипе Хусан саммичӗ мӗн йышăнчӗ?

– БРИКСри ӗçпе нумай çӗршыв интересленет, Хусанти мероприятие 35 çӗршыв хутшăнчӗ. Партнерсемпе эпир БРИКС малалла сарăлас енӗпе пӗрремӗш тапхăрта партнер-çӗршывсен списокне çирӗплетме йышăнтăмăр. Ку мероприятире ӗнерпе паян хутшăннă хăш-пӗр çӗршывсем БРИКСа тулли форматпа хутшăнма хăйсен сӗнӗвӗсемпе запросне пачӗç. Малалла эпир пулас çӗршыв-партнерсене çак шайра ӗçлеме йыхравпа сӗнӳсем ярăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: БРИКС