В.Путин: «Украинăри конфликта пурте май пур таран хăвăртрах вӗçлесшӗн»
Çӗнӗ хыпарсем

В.Путин: «Украинăри конфликта пурте май пур таран хăвăртрах вӗçлесшӗн»

БРИКС саммитӗнче Украинăри çар конфликчӗ те тимлӗхсӗр юлмарӗ. Пӗрлешӳри çӗршывсен шухăшӗ журналистсене те интереслентерчӗ. Çӗршыв ертӳçипе пынă пресс-конференцире, паллах, ку ыйтăва памасăр пултараймарӗç журналистсем. «Известия» МИЦ журналисчӗ В. Синеок ыйтрӗ кун пирки.

«Пурте конфликта май пур таран хăвăртарх вӗçлес шухăшлă, мирлӗ майсемпе Китай Халăх Республикипе Бразили Нью-Йоркри Генеральнăй Ассамблейăра  пуçарупа тухрӗç. БРИКС çӗршывӗсем ку пуçарăва ырлаççӗ, эпир вара ку конфликта тимлӗх уйăрнăшăн, ăна вӗçлеме çул-йӗр шыранăшăн вӗсене тав тăватпăр», – терӗ Владимир Владимирович.

Сăнӳкерчӗк photo.brics-russia2024.ru сайтран.


БРИКС

Нет комментариев