Вӑтам тата пӗчӗк бизнеса ҫӑмӑлрах
Пирӗн куҫ умӗнче бизнесӑн вӑйлӑ трансформацийӗ, цифра уҫлӑхне куҫни пулса иртет
Коронавирус лару-тӑрӑвӗ Тутарстан суйласа илнӗ электронлӑ суту-илӗве аталантарас стратеги вӑхӑтлӑ тата эффективлӑ пулнине кӑтартрӗ. Ҫак шухӑша ТР Президенчӗ Рустам Минниханов паян усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ чух каланӑ.
Пирӗн куҫ умӗнче бизнесӑн вӑйлӑ трансформацийӗ, цифра уҫлӑхне куҫни пулса иртет. Пире Ҫӗнӗ идейӑсемпе йышӑнусен вӑхӑчӗ кӗтет. Суту-илӳ валли ҫӗнӗ майсем туса пани республикӑри усламҫӑсем валли чи витӗмлӗ пулӑшу пулнине куратпӑр", – тесе палӑртнӑ ТР Президенчӗ.
Тутарстанри 3 пин ытла усламҫӑ хӑй таварне онлайн сутать. Электронлӑ коммерцие аталанма республикӑра тӗпленнӗ чи пысӑк маркетплейссем– Ozon, Wildberries, X5 Retail Group – те пулӑшрӗҫ. Тутарстанри усламҫӑсем бизнесне онлайн та, офлайн та илсе пыма пултараҫҫӗ, коронавируса пула республикӑра ҫӗнӗ чарусем кӗртме палӑртмаҫҫӗ.
"Пӗтӗм система ӗҫлеме тивӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах эпир, чир сарӑлакан вырӑнсем ан йышланччӑр тесе Роспотребнадзор требованийӗсене пӑхӑнмалла. Тӗслӗхе пысӑк компанисене – КАМАЗ а, “Татнефте“ тата ыттисене тӑратас килет. Вӑтампа пӗчӗк бизнесӑн калӑпӑшӗ пысӑк мар, ҫавӑнпа унта ҫак мӗн пур требование пӑхӑнма та ансатрах", – аса илтернӗ Минниханов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев